Вторник, 16 июля, 2024
Главная > Публикации > Олег Николаев: Васкавлă ветеринари пулăшăвĕн пĕлтерĕшĕ пысăк

Олег Николаев: Васкавлă ветеринари пулăшăвĕн пĕлтерĕшĕ пысăк

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çакăн çинчен ветеринари ĕçченĕсен кунне халалланă уявра каланă. Олег Николаев ветеринари службин ĕçченĕсене професси уявĕпе саламланă. «Тухтăр çынна сиплет, ветеринари тухтăрĕ — этемлĕхе» текен каларăш пур. Ку, чăн та, çапла. Чĕр чунсен чирĕсенесарăлма парас мар тесе эсир куллен-кун ĕçлетĕр. Тăван тавралăха хÿтĕлессине тÿпе хыватăр, выльăх-чĕрлĕхрен пахалăхлă продукци туса кăларассине сăнаса тăратăр. Сирĕн ĕçĕр пире шанăç кÿрет, аталану планĕсене пурнăçлама май парать», — палăртнă Олег Николаев.

     Чăваш Ен Раççейре ăнăçлă аталанса пыракан аграрлă регион. Вырăнти агропромышленность комплексĕн продукцийĕ хăйне туянакансене тупса çĕршывра та, ун тулашĕнче те çĕнĕ рыноксене çĕнсе илет. Отраслĕн апат-çимĕç экспорчĕ иртнĕ çул 30 процент ÿснĕ.
     Ветеринарсен ĕçĕ фермерсемшĕн те, харпăр хушма хуçалăх тытакансемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем кашниех кĕтÿ сывă пултăр, выльăх йышĕ ÿстĕр тесе тăрăшаççĕ.
     «Мăйракаллă шултра выльăха ытларах харпăр хуçалăхсенче тытаççĕ. Регионта туса илекен сĕтĕн пысăк пайĕ шăпах харпăр хуçалăхсене тивет. Хăш-пĕр муниципалитетра ку шай 50 процентран та иртет. Васкавлă ветеринари пулăшăвĕн çĕнĕ тĕсĕ тĕрлĕ енлĕ пулĕ. Чир-чĕртен сыхланисĕр пуçне пирĕн ăратлă выльăх шайне те ÿстермелле. Кăна халăх ыйтăвне шута илсе тумалла», — тенĕ республика Пуçлăхĕ.
     Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвне пурнăçласа кăçал выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентермелли куçса çÿрекен 10 пункт йĕркеленĕ. Вĕсем Элĕк, Канаш, Патăрьел, Вăрнар, Красноармейски, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне, Елчĕк, Тăвай районĕсенче вырнаçнă. Килес çул çакăн пек пунктсемпе пĕтĕм республикăна тивĕçтерме палăртнă.
     Кăçал çулла республикăра ветеринарсем хушшинче професси ăсталăхĕн конкурсĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен 9 станцирен 11 ветеринари специалисчĕ хутшăннă. Канаш ен чысне ăсталăх ăмăртăвĕнче ветстанци ертÿçин çумĕ Надежда Андреева тата Алевтина Беляева веттухтăрсем хÿтĕленĕ. Вĕсем иккĕшĕ те асăннă тытăмра 29 çул вăй хураççĕ, иккĕшĕ те Хусан патшалăх ветеринари институтне (каярахпа академи) вĕренсе пĕтернĕ.
     Надежда Андреева районти ял тăрăхĕсене, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене тăтăшах тухса çÿренĕрен ăна çак тытăмра ĕçлекенсенчен нумайăшĕ аван пĕлет. Вăл ветеринари тухтăрĕн ĕçне хулари ветлечебницăн эпизоотологĕнчен пуçланă. Вăхăт шунă май должноçсем те ылмашăнса пынă, анчах эпизоотолог ĕçне Надежда Николаевнах туса пынă. Эпизоотологăн тĕп ĕçĕ — чĕр чунсен ерекен чирĕсене профилактикăласси, эпизоотие хирĕçле мероприятисем ирттересси. Çавна май Надежда Николаевна çулленех районпа хулари пур шайри хуçалăхсем валли те диагностика тĕпчевĕсен, ветеринарипе профилактика тата эпизоотие хирĕçле мероприятисен планĕсене хатĕрлет.
     Алевтина Васильевна хăйĕн ĕçлĕ кун-çулне 1992 çулта районти ветслужбăн ветеринари фельдшерĕнчен пуçланă. Хулари ветлечебницăн терапевчĕ, ветеринарипе санитари экспертизин лабораторийĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. 2006 çултан пуçласа паян кунччен Канаш хула пасарĕн санэкспертиза лабораторийĕн заведующийĕнче тăрăшать. Ветеринари тухтăрĕ выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ урлă сарăлакан чир-чĕре тупса палăртса вĕсене сарăлма парас мар тесе тимлет, выльăх-чĕрлĕхпе, кайăк-кĕшĕкпе, аш-какайпа, пулăпа, сĕтпе, сĕт юр-варĕпе, çăмартапа, пылпа, ытти апат-çимĕçпе сутă тунине контроллет, ветеринари докуменчĕсене мĕнле çырнине куллен тĕрĕслесе тăрать.
     Надежда Андреевăпа Алевтина Беляева иккĕшĕ те пысăк опытлă специалистсем, хăйсен ĕçĕн ăстисем. Учрежденири общество ĕçне те хастар хутшăнаççĕ, ăсталăхне тăтăш ÿстерсе пыраççĕ.
     Ахальтен мар ĕнтĕ республикăри ветеринарсем хушшинче ирттернĕ конкурсра Алевтина Васильевнăпа Надежда Николаевна çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă, «Чи лайăх ветеринари врачĕ» ята тивĕçнĕ! Саламлатпăр! Уяв мероприятийĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ пирĕн ентешсене çак ята çирĕплетекен дипломпа наградăланă. Районти ветеринари службин ертÿçине Михаил Кошкина Хисеп грамоти тата ĕнесене искусствăллă майпа пĕтĕлентерекен тата васкавлă ветеринари пулăшăвĕ паракан мобильлĕ пункт уççине панă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *