Пятница, 12 июля, 2024
Главная > Публикации > Татьяна Филиппова 37 çул сывлăх хуралĕнче ĕçлет

Татьяна Филиппова 37 çул сывлăх хуралĕнче ĕçлет

— 1979 çулта Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухрăм та икĕ çул ытларах хам çуралса ÿснĕ Малти Ăнтавăш ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлерĕм, — çапла паллаштарчĕ мана хăйĕнпе Вăтакас Кипеч ялĕнче пурăнакан Филиппова Татьяна Павловна. — Хулара пурăнас килчĕ-ши, Шупашкара тухса кайрăм, тракторсем тăвакан завода ĕçе вырнаçрăм. Анчах чун ялах туртрĕ, тата Вăтакас Кипеч ялĕн амбулаторийĕ çу-
мĕнче «Васкавлă пулăшăвăн» подстанцийĕ уçăлчĕ. Унта ĕçлеме тытăнтăм. Унтанпа 37 çул иртрĕ. Мĕн кăна курмарăм пулĕ хамăн ĕмĕр тăршшĕнче. Вилнĕ çынна пусăран кăларма вĕренпе çыхăнса унта анни те пулнă. Малтан хулапа районăн «Васкавлă пулăшу» станцийĕсем уйрăм пулнă. 2013 çулхи сентябрь уйăхĕнче пире пĕрлештерчĕç, халĕ эпир Республикăри васкавлă пулăшу станцийĕн Канашри уйрăмĕ шутланатпăр, хамăр хулапа района кăна мар, ытти районсенчи чирлĕ çынсем патне те çÿретпĕр.
— Бригадăсенче ытларах хĕрарăм е арçын?
— Арçынсем те пур, хĕрарăмсем те. Нумаях пулмасть Канашри медицина колледжĕнчен вĕренсе тухнă тăватă çамрăк — виçĕ хĕр те пĕр каччă — пирĕн коллектива хушăнчĕ. Питĕ маттур ачасем, ĕçлес кăмăлĕ пысăк вĕсен.
— Татьяна Павловна, ытти районти халиччен кайса курман ялсене мĕнле тупатăр?
— Кашни машина çинче навигатор пур, Глонасс. Аташса каясси те пулать. Нумаях пулмасть Малти Ăнтавăша кайрăмăр чирлĕ çын патне, унтан диспетчер Вăрмар районĕнчи пĕр яла кайма задани пачĕ: ача хăлхине ыраттарнă тет. Яла çитрĕмĕр, урăх урампа кĕрсе кайнă та каялла тухса кирлĕ урама шыраса тупрăмăр. Ачана Шупашкара вăхăтра илсе çитертĕмĕр, Вăрмартан тата тепĕр ачана лартса кайрăмăр.
Мăнукпа иксĕмĕр анчах пурăнатпăр. Костя кăçал 11 класс пĕ-терчĕ те медицина училищине вĕренме кĕчĕ, çитес çул Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне куçасшăн.
— Татьяна Павловна, халĕ эсир отпускра терĕр, килте мĕн çĕмĕрттеретĕр-ха?
— Эсир киличчен кăна пахчаран кĕтĕм. Çимĕçсене, чечексене шăвартăм. Чечексем маншăн чир пекех. Пасарта çĕнĕ чечек курсанах ăна туянса хам пахчана лартатăп. Халĕ ытларах хризантема ÿстеретĕп. Сутма мар, пăхса савăнма. Ирхине ĕçрен таврăнсан урана хывса тăхăнатăп та тÿрех пахчана тухса чупатăп. Сад пахчинче кăнтăрти çимĕç йывăçĕсем — черешня, абрикос пур, вĕсене те пасарта сад ăстисенчен туяннă. Хăяр, помидорĕ — пурте пур, пăхма кăна ан ÿркен. Пĕлтĕр абрикос шутсăр нумай çимĕç пачĕ, кăçал та питĕ вăйлă, çулçи курăнми çеçке çурчĕ, анчах темĕншĕн çимĕçĕ тĕвĕленмерĕ.
— Сирĕн вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ картинăсем пур стена çинче. Хăвăрах ăсталанă-и?
— Çу-ук! Мăнук Костя 9-мĕш, 10-мĕш классенче вĕреннĕ чухне интересленетчĕ. Халĕ ÿссе çитĕн- чĕ те тĕрĕ интересĕ пĕтрĕ пулмалла. 11-мĕш класра вĕреннĕ чухне пушă вăхăчĕ те сахал пулчĕ. Экзамена та хатĕрленмелле, хам сменăра чухне кăрккасене, хур-кăвакала та пăхмалла. Кăçалччен ĕне те усранăччĕ, март уйăхĕнче пушар пулчĕ те ĕне вити çунса кайрĕ. Ĕнене сутмалла пулчĕ.
— Тивĕçлĕ канăва кайман-и, Татьяна Павловна?
— Эпĕ районта 25 çул ĕçленĕ, çавăнпа 45-рех пенсие тухнă. Утмăл иккĕре пыратăп пулсан та ĕçлес кăмăл пысăк, вăй-хăват чакман.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *