Вторник, 23 апреля, 2024
Главная > Публикации > Йышлă çемьере ачисем маттур пулаççĕ

Йышлă çемьере ачисем маттур пулаççĕ

Август уйăхĕ вĕçленес умĕн пĕр кун эпĕ Вăтапуçĕнчи библиотека ĕçченĕпе Юрий Никитинпа тĕл пулма калаçса татăлнăччĕ. Культура çурчĕн иккĕмĕш хутне хăпарса вулавăша кĕтĕм. Юрий Семенович пĕччен мар иккен. Пĕр çамрăк хĕрарăмпа вĕсем хĕрсех темĕн çинчен калаçаççĕ.


— Василий Степанович, сире Валентина Васильевна Шариповăпа паллаштарам-ха. Вĕсем мăшăрĕпе
тăватă хĕр çуратса ÿстернĕ, пĕр ывăл ачана усрава илнĕ. Хĕрĕсем пурте аслă пĕлÿллĕ, иккĕшĕн икĕ аслă пĕлÿ, хăйсен Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçĕсене чыслăн пурнăçласа пыраççĕ.

— Эпир Юрий Семеновичпа 23 çул пĕрле ĕçленĕ, çавăнпа пирĕн аса илмелли питĕ нумай, — терĕ мана тин çеç паллашнă хĕрарăм. — Эпĕ ял администрацийĕнче специалист пулса, вăл — вулавăшра. Иксĕмĕр те пĕр-пĕринпе çыхăннă ĕçсене туса пынă тени пĕрре те йăнăш мар. Эпĕ Кайăкялĕнче çуралнă, 1983 çултан пуçласа Вăтапуçĕнче пурăнатпăр. Çемье пысăк-и тетĕр-и? Пĕчĕк мар. Мăшăрăмпа иксĕмĕр тăватă хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Пиллĕкмĕшне, Руслан ятлă ывăлăмăра, усрава илтĕмĕр. Хĕрачасем-и? Асли, Ирина, 1983 çулта çуралнă. Чăваш патшалăх университетĕнчен чăваш чĕлхипе музееведени факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ, иккĕмĕш аслă пĕлÿпе Ирина театровед профессине алла илчĕ. Вĕренсе тухсан Мускав каччипе çемье çавăрчĕç те, халĕ унта пурăнаççĕ. Кĕрĕвĕн амăшĕ хамăр кÿршĕрех пурăннă, çитĕнсе çитсен Мускава тухса кайнă та вырăса качча тухнă. Иринăн икĕ ывăл — Даниилпа Кирилл. Асли çиччĕре, кĕçĕнни виççĕ тултарать.
— Кукамăшĕпе кукашшĕ патне килсе каяççĕ-и?
— Кашни çулах кунта çу каçаççĕ. Амăшĕ вĕсемпе чăвашла калаçма тăрăшать. Аслинчен: «Ма чăвашла калаçмастăн?» — тесе ыйтатăп та вăл ман çине чăрр! пăхать. Ăнланать мĕн каланине. Хăш-пĕр сăмахсене чăвашлах калать.
Тепĕр хĕр ман Таня ятлă. Вăтапуçĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕчĕ. Медицина факультетĕнчен педиатр профессийĕпе тухрĕ. Пĕрле вĕреннĕ Етĕрне яшне качча тухрĕ. 2008 çулта туй турăмăр. Упăшки те, тăванĕсем те унти психиатри больницинче ĕçленĕ май Таньăн та тепĕр хут психиатра вĕренме тиврĕ. Психиатри больницинче ĕçленĕ вăхăтрах пĕлтĕр Таня Етĕрнере «Илемлĕх салонĕ» ?«Салон красоты»/ уçрĕ. Упăшки унта массажист пулса ĕçлет.
Виççĕмĕш хĕр Оля ятлă, 1989 çулта çуралнă. Вăл та ялти шкул хыççăн Чăваш педагогика институтне (халĕ университет) вĕренме кĕчĕ. Чăваш филологипе журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ. Çак вĕренÿ заведенийĕнчех иккĕмĕш аслă пĕлÿ илчĕ. Унăн иккĕмĕш профессийĕ — акăлчан чĕлхин тăлмачи. Халĕ Оля онлайн майĕпе чăваш чĕлхипе акăлчан чĕлхине пĕтĕм тĕнчипех вĕрентет. Вĕренекенсем ăна ырлаççĕ. Чăваш чĕлхин урокĕсене вăл Чăваш телевиденийĕпе те ирттерет.
Тăваттăмĕшĕ — Инна. Вăл Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа техника факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тата икĕ çул Лениградра Ленин ячĕллĕ электронпа техника институтĕнче магистратурăра пĕлÿ илчĕ. Халĕ упăшкипе иккĕшĕ те Шупашкарти «Элара» заводра инженерта ĕçлеççĕ. Паянхи куна илес пулсан Инна ачапа декретра ларать.
— Усрава илнĕ ывăл Руслан аслă пĕлÿ илесшĕн пулмарĕ-и?
— Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Улатăра вĕренме кĕчĕ, унтан салтака илсе кайрĕç. Хĕсметрен таврăннă хыççăн Улатăра каяс темерĕ, тем килĕшмерĕ ăна, халĕ урăх çĕрте строителе вĕренет. Хваттер пачĕç ăна Шăхасанта пĕр пÿлĕмли. Ĕçлеме çĕршывăн тĕрлĕ кĕ-тесĕсене вахтăна çÿрет.
— Русланăн ашшĕ-амăшĕ пур-и?
— Çук. Руслан Красноармейски тăрăхĕнче çуралнă. Амăшĕ темле майпа Канаш районĕнчи Малти Тукая лекет те унтах вилет. Тăлăха тăрса юлнă ачана амăшне палланă хĕрарăм хăй çемйине пурăнма илсе каять. Те ача пăхса ывăннă лешсем, эпĕ районти опека уйрăмне ял тăрăхĕн ĕçĕпе кайсан мана: «Валентина Васильевна, сирĕн тăватă хĕр, илĕр-ха çав ывăл ачана усрава», — терĕç. Упăшкапа тахçан калаçу пулнăччĕ-ха пирĕн ывăл ача усрава илес пирки. «Упăшкăра сăн ÿкерчĕкне кайса кăтартăр-ха, килĕшет пулĕ, ачи питĕ кăмăллă», — ÿкĕтлеççĕ мана. Илсе кайрăм, кăтартрăм. «Миçере вара ку?» — ыйтать упăшка. «Вун пĕрте», — тетĕп. «Алла илейĕпĕр-ши ăна?» — тет мăшăрăм. «Шутла, — терĕм, — илес пулсан кайса илĕпĕр». Ачи питĕ кăмăллăскер пулчĕ.
— Мăшăрланайман пулĕ?
— Ĕлкĕрĕ-ха, çирĕм виççĕ-ре кăна.
— Апла халĕ килте мăшăрăрпа иксĕрех пурăнатăр?
— Çапла пулса тухать ĕнтĕ. Мăшăрăма Шарипов Александр Петрович тесе чĕнеççĕ. Вăл 2001 çултанпах Çĕнĕ Уренгоя ĕçлеме çÿретчĕ. Пенсие тухни виçĕ çул çитрĕ, вара çак август уйăхĕнчен ĕçлеме пăрахас терĕ. Çÿресе те ывăнчĕ пулĕ. Килте выльăх-чĕрлĕх йышлă, ăна пăхма та çын кирлĕ. Çĕрĕ нумай пирĕн, пахча çимĕç чылай туса илетпĕр. Паян сурăх çăмĕ касма пуçланăччĕ те, ăна илсе пĕ- терсен помидорпа ĕçлемелле. Хĕле валли хатĕрлес пулать. Çемье пысăк.
— Сурăхĕ те чылай пулĕ-ха.
— Вуннăран ытла, тата путеккисем. Ĕнер анчах сурăх касăвĕ иртсе кайрĕ.
— Ялти культура çуртне спектакльте выляма çÿреместĕр-и?
— Çÿремен-ха, çÿреме кăмăл пур. Пенсие тухни пилĕк çул ĕнтĕ. Халăхпа ĕçлеме хăнăхнă та халăх хушшине тухас килет. Библиотекăна час-часах килсе каятăп. Юрий Никитинпа пирĕн аса илмелли нумай. Ĕлĕкрех пĕрлешекен мăшăрсене ялтах çырăнтарнă, хулари ЗАГСа çÿреттермен. Икшер-виçшер мăшăр килетчĕ, туй кĕрлетчĕ ялсенче.
— Кăçал Вăтапуçĕнче Питравпа Илен кунĕсене те ирттернĕ терĕç.
— Чăваш кĕпи пулманнипе хутшăнаймарăм çав. Халĕ виçĕ кĕпе çĕлеттертĕм.
— Юрий Семенович, сире Валентина Васильевнăпа ĕçленĕ тапхăр мĕнпе асра юлчĕ?
— Аса илмелли питĕ нумай. Ялти туйсен сценарийĕсене хамăр çырса хатĕр-леттĕмĕр. Тĕрлĕ уяв ирттерес умĕн эпĕ яланах канаш ыйтма Вăтапуç ял администрацине Валентина Васильевна патне кайнă. Тата çакна каласа хăварам-ха: Валентина Шарипова çирĕм çул ытла ял библиотекин советĕнче, вулавăш ĕçне хастар хутшăнать. Вăл кашни çынпа — ватă-и вăл е çамрăк — пĕр сăмах тупма пĕлет. Ахальтен-и Валентина Васильевна Мускавра академирен вĕренсе тухса психолог профессине алла илнĕ?
— Валентина Васильевна, мĕншĕн Мускавра вĕренни çинчен шарламарăр?
— Каламарăм çав. Мухтаннă пек туйăнать тесе. 1976 çултан пуçласа 1980 çулччен педучилищĕре вĕреннĕ. Шкулта та, ача садĕнче те ĕçленĕ.
— Юрий Семенович, сиртен çакна ыйтма манса кайнă: эсир хăвăр та спектакльсенче вылямастăр-и?
— Çук, выляман. Эпĕ унта режиссер вырăнĕнче. Артистсене рольсене калăплама вĕрентсе тăратăп.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *