Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Комбайнсем хĕвел çаврăнăш уйĕсене тухрĕç

Комбайнсем хĕвел çаврăнăш уйĕсене тухрĕç

Уй-хир ĕçĕсем районта вĕçленсе пыраççĕ. Кăçал çĕр ĕçченĕсем ял хуçалăх культурисене 35 пин гектар çинче çитĕнтернĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ. Техника культурисенчен уйра хĕвел çаврăнăшĕ çеç юлнă.
Çак çу культури «Канмаш» хуçалăхра 600 ытла гектар йышăнать. Сарă çеçкесене им-çам сапса типĕтни çинчен хаçатăн иртнĕ кăларăмĕнче çырса пĕлтернĕччĕ. Халĕ, хуралса çĕрелле усăннăскерсене, шăпах пуçтарма вăхăт.
Хĕвел çаврăнăшне «Канмашра» иртнĕ эрнере вырма тухнă. Çак кунсенче ял хуçалăх ĕçченĕсем Елчĕк районĕнчен тата виçĕ комбайн хăваласа килнĕ. «Уй-хир карапĕсем» Аслă Мами ялĕ çывăхĕнчи уйра ĕçлеççĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 15 центнер тухса пырать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *