Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Хисеплĕ ятпа чысланă

Хисеплĕ ятпа чысланă

Октябрĕн 5-мĕшĕ — Учитель кунĕ. Çак кун çынсем хăйсене пĕлÿ панă учительсене саламлаççĕ.
И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Учитель кунне халалласа савăнăçлă уяв иртнĕ.
Пирĕн районти Раççей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн директорне Светлана Васильевăна вĕрентÿ тытăмĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, пысăк çитĕнÿсем тунăшăн «Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысланă. Светлана Станиславовна химипе биологи предмечĕсене вĕрентет, шкул коллективне нумай çул директор пулса ертсе пырать. Пултаруллă вĕрентекене, ăста ертÿçе пысăк сума тивĕçнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр. Малашне те çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *