Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Малти Питтикасси несĕлĕсем ăçта пурăннă?

Малти Питтикасси несĕлĕсем ăçта пурăннă?

2019 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçатĕнче Пайсупин ялĕ ăçтан пуçланса кайма пултарнă-ши тесе çак статья авторĕн ячĕпе материал тухнăччĕ. Унта Малти Питтикасси ялĕ çинчен те кĕскен аса илсе çырнăччĕ. Тата çак ял çинчен Чăваш энциклопедийĕнче те кĕскен çырса кăтартни пур. Анчах та вăл кĕнеке тăрăх Малти Питтикассинче пурнăç 1858 çулта çеç пуçланса кайнă. Малти Питтикасси ялĕ çинчен тĕпчесе çырнисене урăх тупса вулама май килмерĕ.

     Çак статьяна çыриччен манăн Шупашкарти тата Мус- каври архивсем тăрăх нумай çÿремелле пулчĕ. Тата архивсем тăрăх çÿреме пуçличчен ĕлĕкхи хутсене тĕплĕн ăнланса вулама пĕлмелле. Унсăр май килмест. Малалла çырнă май Малти Питтикасси ялĕ çинчен мĕн тĕпчесе пĕлнине Канаш районĕнче пурăнакансене каласа кăтартасшăн.
     Хальхи Малти Питтикассин ячĕ маларах Питтикасси пулнă. Тата маларах Питтикасси ялне Мачисово тенĕ. Матца юхан шывĕн пĕр вĕçĕ Матис е Мачис пулнă пирки унта вырнаçса ларнă яла та Мачис тенĕ. Çакна тепĕр майлă та ăнлантарма пулать: яла Мачис ятлă çын çавăрма пултарнă. Çавăнпа та, тен, çырмине те Мачис теме пуçланă. Матис е Мачис сăмахсем вара вырăссем чăваш сăмахĕ- сене хăйсене майлă тÿрлетсе çырнă сăмахсем пулаççĕ.
     Ĕлĕкех пулнă Мачис ялĕ Сĕве уесĕнчи Шăхаль вулăсне кĕнĕ. 1710 çулта çак ялта 13 кил хуçалăхĕ шутланса тăнă, çичĕ ясак тÿлемелĕх çĕр тытса тăнă. Пĕр ясак шутне 7-8 гектар çĕр кĕме пултарнă. Шăхаль вулăсне ĕлĕкех пулнă ватă Шăхаль, Шимкус ?Турикас Тушкил/ салисем, Арапуçпа Хĕрлĕçыр ?вырăсла Старые Козырьялы/ ялĕсем кĕнĕ. Халĕ Шăхаль сали тата Арапуçпа Хĕрлĕçыр ялĕсем — Вăрмар, Шимкус сали Тă-вай районне кĕреççĕ. Хальхи Малти Питтикасси ялĕнче пурăнакан ĕлĕкхи ватăсем аса илнĕ тăрăх, Вăрмар ра-йонĕнчи ялсенчен куçса килсе çĕнĕ ял никĕсленĕ.
    Çемьесем уйрăлса тухнин сăлтавĕ ытларах чухне — çĕр хĕсĕк пулни. Тата çĕнĕ вырăна куçса каякансене, çĕнĕ вырăнта акман анасене йĕркелесе яракансене патшалăх ура çине тăрса вăй илмелĕх пулăшу пама тăрăшнă, налук тÿлессинчен вăхăтлăха хăтарнă. Май килнĕ чухне çакна 15 çула çитичченех тăсса пама пултарнă.
     Шăхаль ятлă вулăс Шăхаль çын ятĕнчен тухнă. Вырăссем ăна Шиг Али, Шигалей е чăвашсем Шах Али (Шăхаль) тенĕ. Унăн ашшĕ Шейх-Аулияр султан Пысăк Уртан пулнă Пĕчĕк Мухаммед ханăн мăнукĕ пулнă. 1500 çулсен пуçламăшĕнче вăл вырăссен Виççĕмĕш Йăван патши патĕнче çар ĕçĕпе ĕçлеме килĕшнĕ. Май килнĕ чухне вара 1512 çулта Виççĕмĕш Йăван патшан ывăлĕ Ваççа ăна Касимов ханлăхне ертсе пыма хушнă. Кун хыççăн унăн ывăлĕ Шăхаль Касимов ханлăхĕн патши пулса тăнă. Вăл ÿссе çитĕннĕ тĕле вырăссен патши Виççĕмĕш Ваççа тата унăн ывăлĕ Тăваттăмĕш Йăван 1519 çулта Хусан патшалăхне ертсе пыма Шăхале хушнă. Хусан патшалăхĕн ханĕ пулма чăвашсем те, ытти халăхсем те вырăс патшине самаях пулăшу кÿнĕ, мĕншĕн тесен Крым тата Çĕпĕр ханлăхĕсен ханĕсем Хусан патшалăхĕн хуçи пулма хăйсен ывăлĕсене лартасшăн пулнă. Анчах та чăвашсем вĕсене хирĕç пулнă. Шăхаль вара, чăвашсем пулăшу панă пирки, виçĕ хутчен те Хусан ханлăхĕн патши пулма тивĕçнĕ.
     Пирĕн ĕлĕкхи ватăсем ытларах вырăссемпе туслăрах пурăнасшăн пулнă. Шăхаль ханăн тăшманĕсем нумай пулнăран ăна патша ĕçĕнче йывăр килнĕ. Çавăнпа та ăна шан- чăклă çынсем кирлĕ пулнă.
     Чăвашсем ăна яланах пулăшу парса тăнă пулсассăн шанчăклă çынсене те чăвашсем хушшинче шыраса тупмалла пулнă: çар ĕçĕпе ĕçлеме те, хуралçă пулма та, çĕр ĕçĕпе ĕçлеме е апат-çимĕç хатĕрлеме те. 1553 çулхи октябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче вырăс çарĕсем Хусан хулинче пурăнакан Чингис ханăн çамрăк ăрăвĕсене, вĕсем Хусан ханлăхĕн хуçисем пулнă, хĕстерсе парăнтарнă, Хусан ханлăхне тата хан ĕçне пĕтернĕ. Çĕрĕсене вара вырăс патшалăхĕн тытăмне кĕртнĕ. Шăхаль князь 1566 çулта Касимов хулинче вилнĕ. Унăн пулнă ялсене Шăхаль теме пуçланă. Вулăссем йĕркелесе янă вăхăтра Шăхаль патшан çыннисем Шăхаль ятлă вулăс йĕркелеме килĕшнĕ.
     Халĕ Канаш районĕнче Шăхаль сали пур. Мачис ялне 1680 çулсенче никĕслеме пултарнă, мĕншĕн тесен вĕсем куçса килнĕ вăхăтра вăл вырăнта ирĕк çĕрсем сахал пулнă. 18-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче вĕсен мĕн чухлĕ çĕр тата кил хуçалăхĕ пулнă пирки маларах çырнăччĕ. 1748 çулта Мачис ялĕнче çырав ирттернĕ. Çав çырав тăрăх ялта 218 çын пурăннă, тĕне кĕртнисен йышĕнче 89 çын шутланса тăнă. Чăваш халăхĕшĕн тĕне кĕресси тертлĕ ĕç пулса тăнă, мĕншĕн тесен чăваш халăхĕн хăйĕн туррисене манăçа кăларса ют патшалăх туррисене йышăнмалла пулнă. Анчах та вырăс патши Пĕрремĕш Петĕрĕн хĕрĕ Елизавета чă-ваш тата ытти вак халăхсене вăйпа хăратса тĕне кĕртме хушнă.
     Пачăшкăсем яла çитсен: «Кам пĕрремĕш тĕне кĕме килĕшет, çавна Петĕр (Петр) ят паратпăр», — тенĕ. Петр ятлă çын Христосăн чи çывăх юлташĕ, пĕрремĕш апостолĕ пулнă тенĕ. Килĕшнĕ е килĕшмен — камăн та пулин пур-пĕрех пĕрремĕш пулмалла пулнă. Ăна Петр ят панă. Чăвашсем хăйсен хушшинче Петр ята Пити е Пете теççĕ. Çав сăмахран е ятран çĕнĕ ял ячĕ тухнă. Авалхи архив хучĕсем тăрăх та 1740 çулсен вĕçнелле Питтикасси ятлă ял палăрнă. Пурăна киле халăх шучĕ ÿссе пынă, халăха çĕр лаптăкĕсем çитме пăрахнă. Уйрăмах уйрăлса тухакан çамрăк çемьесене çĕр лаптăкĕ тупса пама йывăр пулнă. Вара хăш-пĕр çемьесем Услантăр юхан шывĕ çумĕнче пушă çĕрсем тупнă. Патшалăхпа килĕшсе килĕсене çав вырăна кайса лартнă. Питтикассин çĕнĕ выççăлккине Мамçа е тепĕр чухне Мачисăн выççăлки Мамçа тенĕ. Çав çулсенчех вĕсен çумне Пайсупин ялĕнчен уйрăлса тухнă çемьесем килĕсене кайса лартнă.
     Ĕлĕкех пулнă Пайсупин ялĕ Ямашсен çĕрĕ çинче тăвайккинче ларнă. Вĕсен хушши 900 утăм анчах пулнă. Çав ял пулнă вырăнта халĕ те кивĕ укçасем тупаççĕ. Вăхăт иртнĕ май Пайсупа ялĕнче пурăнакансем пурте çĕнĕ вырăна куçса кайнă.
     Вăхăт иртнĕçемĕн халăх шучĕ ÿссе, çĕр лаптăкĕсем сарăлса пынă. Хăш-пĕр ялсен çĕрĕсем патне çитме самаях утма тивнĕ. Сăмахран, Енĕш ялĕнчи хăш-пĕр кил хуçисен çĕрĕсем 5-6 çухрăмра пулнă. Çĕрĕсем инçетре пулнăран Енĕшре пурăнакансем кил çуртне Чекмак юхан шывĕн сулахай енне кайса лартнă. Килĕсене вăрман çумне лартнă пирки çĕнĕ яла Вăрман Енĕш теме пуçланă. Чекмак юхан шывĕн сылтăм енчи çĕрĕсем Питтикасси ялĕнче пурăнакан çынсен пулнă. Питтикассисем çав çĕрсене туртса илесрен хăраса хăйсен килĕсене çав Чекмак юхан шывĕн сылтăм енне кайса лартнă. Питтикассин çĕнĕ выççăлккине Кайри Питтикасси теме пуçланă. Тĕп ялне Малти Питтикасси тенĕ. Ял пайланса кайнă пирки 18-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ялăн Мачисовă ячĕ манăçа тухнă. Кайри Питтикасси ялĕ Вăрман Енĕш ялĕ шутĕнче тытăнса тăнă. Вăрман Енĕшпе Кайри Питтикасси ялĕсем пĕр вăхăтра, 1780 çулсенче йĕркеленсе кайма пултарнă. Вăл çулсенче çĕр реформине ирттерме пуçланă. Çав реформа тăрăх Мачисовăпа Енĕш ялĕсене Сĕве уесĕнчен кăларса Етĕрне уесне кĕртнĕ. Анчах та Вăрман Енĕшпе Кайри Питтикасси ялĕсем Раççей патшалăхĕн 1790 çулсенче ÿкернĕ географи карттисем çинче палăрма пуçланă. 1837 çулта Пĕрремĕш Микулай патшан юнташĕ П.Н. Кисилев граф реформăсем шутласа кăларнă. Çав реформа тăрăх вулăссен çĕр лаптăкĕ- сене пысăклатнă. Сăмахран, Етĕрне уесĕнчи Кĕçĕн Явăш вулăсне пĕтерсе Упи вулăсне пысăклатнă. Упи вулăсĕн çĕр лаптăкĕ вара хальхи ра-йон территорийĕ пекех пулса тăнă. Çав вăхăтра 1866 çулччен Малти Питтикасси ялĕ Упи вулăсĕ шутĕнче тытăнса тăнă. Ун хыççăн каллех Кĕçĕн Явăш вулăсне йĕркелесе янă. 1867 çулхи çырав тăрăх Кĕçĕн Явăш вулăсĕнчи Малти Питтикассинче 123 çын, Кайри Питтикассинче 44 çын тата Мамçи выççăлккинче 42 çын пурăннă.
     Архив хучĕсем тăрăх малти Питтикасси ялĕн историйĕ çапларах пулса тухрĕ.

 

Александр СТЕКЛОВ,
«Сказание о чувашах» виçĕ томлă кĕнеке авторĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *