Среда, 17 апреля, 2024
Главная > Публикации > Яшсен пĕрремĕш ушкăнне
çара ăсатнă

Яшсен пĕрремĕш ушкăнне
çара ăсатнă

Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссариатĕнче кĕрхи призыв комиссийĕн ларăвĕсем иртеççĕ.

Яшсем комисси членĕсен умĕнче салтака каяс кăмăлĕ пысăк пулнине палăртаççĕ, вĕсем пĕлÿ тата сывлăх шайне кура тĕрлĕ çар чаçĕсенче службăра тăрĕç. Çар комиссарĕ Юрий Барышов каланă тăрăх, пулас салтаксен хушшинче çар ĕçĕн аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме каяс кăмăллисем те пур.
Тунтикун вырăнти çар комиссариатĕнчен Раççей Федераци- йĕн хĕç-пăшаллă вăйĕсен ретне çамрăксен пĕрремĕш ушкăнне ăсатнă. Яшсемпе вĕсен ашшĕ- амăшĕ умне çар комиссарĕ Юрий Барышов тухса калаçнă, кăсăк- лантаракан ыйтăвĕсем çине хуравланă.
Палăртнă кун Канашран Шупашкар хулинчи республикăн пухăну пунктне 11 яша илсе кайнă, вĕсене унтан тĕрлĕ чаçе ăсатĕç. Аса илтеретпĕр, призыв тапхăрĕ коронавирус инфекцийĕ- пе çыхăннă асăрхаттару мерисене çирĕп пăхăннипе иртет.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *