Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Патшалăхăн тĕллевлĕ программи ăнăçлă пурнăçланать

Патшалăхăн тĕллевлĕ программи ăнăçлă пурнăçланать

«Чăваш Республикинчи ял территори- йĕсене комплекслă аталантарасси» патшалăхăн тĕллевлĕ программи ялта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас енĕпе 2020 çултанпа ĕçлет. Унпа килĕшÿ- ллĕн çынсене çăмăллăхлă ипотека параççĕ, социаллă тÿлевсемпе тивĕçтереççĕ, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшаççĕ, урам хушшинчи çулсене йĕркене кĕртеççĕ тата ытти те. Пирĕн район çак программăна хутшăнса çулсерен чылай проект çĕнтерÿçи пулса тăрать.

Кăçал, сăмахран, асăннă программăпа Шуркассинче спорт вăййисем выляма ятарлă спорт площадки хута янă. Çавăн пекех 12 çемьен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма укçа-тенкĕ уйăрнă. Вырăнти пуçарăвăн 56 проекчĕ пурнăçа кĕрет (урам хушшинчи çулсене юсаççĕ, масар çинче çурт лартаççĕ, ача-пăча лапамĕсем йĕркелеççĕ, кÿлĕсене тасатаççĕ, асăну вырăнĕсене йĕркене кĕртеççĕ тата ытти те).
Ухман салин тата Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕнчи Çÿлти Вăрманялăн комплекслă аталану проекчĕсене пурнăçа кĕртме федераци тата республика бюджечĕсенчен тĕллевлĕ укçа килнĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн Ухман салинче культура çуртне тĕпрен юсама тытăннă, салари шкулăн канализаци системине çĕнетеççĕ, çуртăн тăррине юсама хатĕрленеççĕ, никĕсне çирĕплетеççĕ. Вăрманялти клубра та юсав ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ.
Аса илтеретпĕр, асăннă объектсене кăçал раштав уйăхĕнче хута ямалла.

Артемий МЯСНИКОВ
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code