Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Купăс сасси янрасассăн пурăнма аван

Купăс сасси янрасассăн пурăнма аван

Раççейре Купăсçă кунĕ те пур. Чÿкĕн 25-мĕшĕнче паллă тăваççĕ çак куна. Числине ахальтен суйласа илмен-мĕн — купăс çинче сылтăм енче те, сулахай енче те 25-шер клавиша. «Хут купăс каланă чухне мĕншĕн-ха купăсçăсем пуçне пăраççĕ тата мĕншĕн малти плана купăс тухать? Мĕншĕн тесен купăс вăл — чун».

Купăсçă кунĕ — халăх юрри-кĕввине, такмак-ташшине юратакансен уявĕ. Иртнĕ вăхăтсене аса илер-ха, купăс сасси илтсенех хĕрсемпе каччăсем урама тухса вĕçтернĕ, вăййа пуçтарăннă. Купăсçă вăйă карти варрине танлăн вырнаçса ларнă та купăс пĕрмине васкамасăр туртнă. Пуçланнă вара яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçшăн вĕçсĕр-хĕрсĕр хаваслăх.
Çавăн пек ăста купăсçăсенчен пĕринпе, уяв-концерт йĕркелÿçипе питĕ паллаштарас килет-ха ман. Иван Семенов ятлă вăл. Иван Николаевич пурнăçа çав тери юратакан, тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, уçă чунлă, хастар чун-чĕреллĕ çын. Нумай çул ĕнтĕ «Ямаш ен» ансамбль йышĕнче ялсем тăрăх концертпа çÿрет, унăн тĕп ĕçĕ — купăс каласси. Ку кăна та мар-ха, вăл халăх юррисене те шутсăр илемлĕ шăрантарать.
Пирĕн йышри тепĕр ăста музыкант — Аркадий Краснов. Иван Семеновпа иккĕшĕ купăса тăсса ярсан кирек камăн та ташлас е юрлас килсе каймалла. Вĕсем малашне те пире хăйсен çĕкленÿллĕ кăмăлĕпе, таланчĕпе тăрăшса ĕçлеме хавхалантарса тăччăр. Ялта купăсçă пулсан темле уяв ирттерме те, пултарулăх ушкăнĕ йĕркелеме те пулать. Купăс сасси пирĕн пурнăçран нихăçан та ан çухалтăр, купăсçисем çуралсах тăччăр!

Елена АЛЕКСЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code