Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Курса тĕлĕнмелли нумай пулчĕ

Курса тĕлĕнмелли нумай пулчĕ

Юнкун, раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче, районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем Вăрнар районне çула тухрĕç. Пирĕн район делегацине район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Михайлов ертсе пычĕ.
Ял хуçалăх тытăмĕнче тăрăшакансем «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдингăн Малтикас Ялтăрари сĕт-çу фермине çитсе курчĕç. Унта курса тĕлĕнмелли чăнласах та нумай пулчĕ. Мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетессипе тимлекен комплекс 70 гектар çинче вырнаçнă. Агрохолдинг çулсерен çĕнĕ объектсем хута ярса пырать. Иртнĕ çулта çĕнĕ ĕне вити туса лартнă, кăçал нумаях пулмасть 400 пăру вырнаçмалăх çĕнĕ вите уçнă.
Çакна палăртмалла, фермăра пĕтĕм ĕçе механизациленĕ, апата ятарлă техникăпа валеçеççĕ, тислĕк те çак меслетпех тухать. Хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче комплексра çĕр ытла çын тăрăшать, хальхи вăхăтра чылайăшĕ черетлĕ отпускра. Выльăх-чĕрлĕх сывлăхне пилĕк ветспециалист пăхса-тĕрĕслесе тăрать.
Малтикас Ялтăрари сĕт-çу ферминче мăйракаллă шултра 5050 пуç выльăх тытаççĕ. Вĕсенчен 2035-шĕ — сăвакан ĕнесем. Фермăра кунсерен 40 тонна сĕт сăваççĕ, чĕр тавара республикăри сĕт завочĕсене ăсатаççĕ. Çитес вăхăтра талăкри сăвăм виçине 50 тоннăна çитерме палăртаççĕ.
Вăрттăнлăх мар, выльăх шутне ÿстерсе пыни аш тата сĕт туса илессине пысăклатма май парать. Тупăшлăх виçи ÿсни предприяти ертÿçисене аграри сферине хывакан инвестици калăпăшне ÿстерсе пыма хавхалантарать.
— Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе фермерсем çул çÿревпе кăмăллă юлчĕç, хăйсене валли çĕнни, вырăна çитсен ĕçе кĕртмелли нумай вăрттăнлăха ăша хыврĕç, — терĕ район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Сергей Васильев.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code