Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Снежана Гран-при хуçи

Снежана Гран-при хуçи

Раштавăн 3-мĕшĕнче Шупашкарта Трактор тăвакансен культура керменĕнче инвалид ачасен илемлĕ пултарулăхĕн «Хрустальная веточка» фестиваль-конкурсĕн Гала-концерчĕ иртнĕ.
Мероприяти йĕркелÿçисем — Чăваш Ен Культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Республикăри халăх пултарулăхĕн çурчĕ — фестивале хутшăннă мĕнпур ачана асăнмалăх парне панă.
Сиккассинчи культура çуртĕнче пултарулăхне туптакан Снежана Исаева 2020 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх «Вокал» номинацире иккĕмĕш степеньлĕ лауреат дипломне тивĕçнĕ. 2021 çулта вара пултаруллă хĕрача çак номинацире Гран-при çĕнсе илнĕ (ертÿçи — халăх хорĕн хормейстерĕ Алексей Мурзуков).
Снежанăна малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *