Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Следстви комитечĕ 11 çул тултарать

Следстви комитечĕ 11 çул тултарать

Раççей Федерацийĕн Следстви комитетне туса хунăранпа январĕн 15-мĕшĕнче 11 çул çитет. Професси уявĕ умĕн Следстви комитечĕн Канашри следстви пайĕн ертÿçинчен Евгений Виссаровран интервью илтĕмĕр.
— Евгений Георгиевич, йăлана кĕнĕ тăрăх эпир сирĕнпе кашни çулах çулталăк пуçламăшĕнче тĕл пулатпăр, ĕç-хĕле пĕтĕмлететпĕр.
— 11 çул каялла — 2011 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче Следстви комитетне туса хунă.
2021 çулта Канашри районсем хушшинчи следстви пайĕ Канаш хулинчи, Канаш, Тăвай, Йĕпреç районĕсемпе ĕçленĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа тепĕр икĕ район хушăннă — Вăрнар тата Вăрмар районĕсем.
— Сире шанса панă территорире оперативлă кăтартусем еплерех?
— 2021 çулта Канашри районсем хушшинчи следстви пайне преступленисем çинчен 405 хутчен пĕлтернĕ (2020 çулта — 440). Тĕрĕслевсем тăрăх 80 уголовлă ĕç пуçарнă (2020 çулта — 93). Статистика кăтартăвĕсем следстви пайĕ шута илнĕ преступленисен тата пуçарнă уголовлă ĕçсен шучĕ кăштах чакнине кăтартать. Иртнĕ çул следстви пайĕ çын вĕлернĕ фактсемпе 9 уголовлă ĕç, çын сывлăхне пысăк сиен кÿнипе вĕлерсе пăрахнă тĕслĕхпе 5 ĕç пуçарнă.
— Евгений Георгиевич, коррупципе çыхăннă преступленисем пулмарĕç-и иртнĕ çулта?
— Коррупци ыйтăвĕ хăйĕн çивĕч- лĕхне çухатмасть-ха. Следстви пайĕ йĕркеленнĕренпех çак темăна питĕ пысăк тимлĕх уйăратпăр.
Пĕлтĕр коррупципе çыхăннă преступленисем çинчен 9 хыпар илтĕмĕр. Следовательсем 8 уголовлă ĕç пуçарчĕç. Тĕпчевсем кăтартнă тăрăх, преступленисем правона сыхлакан органсенче, вĕренÿ тытăмĕнче, куçман пурлăхпа тĕрлĕ операци тунă чухне пулнă.
— Коррупципе çыхăннă ĕçсенчен ытларах пайĕ должноçпа усă курса саккуна пăсни мар-и?
— 2017 çулта Канаш районĕнчи пĕр ача сачĕн заведующийĕ садикра ĕçлекене хавхалантарасси пирки приказ кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн воспитателе 20 пин тенкĕ куçарса панă пулнă. Служба вырăнĕпе усă курса ертÿçĕ укçан пĕр пайне хăйне тавăрса пама ыйтнă. Воспитатель малашне мĕн пулассинчен хăраса пуçлăха 13 пин тенкĕ панă. Район сучĕ садик заведующине 15 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме приговор кăларнă.
— Евгений Георгиевич, çул çитменнисен прависене хÿтĕлессипе мĕнле ĕçсем туса ирттертĕр?
— Следстви комитечĕн чи пĕлтерĕшлĕ енĕсенчен пĕри — çул çитмен çамрăксен тĕлĕшпе тунă преступленисене тупса палăртасси. Шел те, ачасем чылай чухне çывăх çыннисенчен хур тÿсеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерессинчен пăрăнать. Çакăн пек инкеке лекнĕ ачасемпе психологсем ĕçлеççĕ, вĕсемпе профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ.
Аса илтеретĕп, РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕнче «Ача хăрушлăхра» тÿрĕ лини ĕçлет. Ачана пусмăрлани, хур кÿни çинчен 8(8352) 624-657 е 123 (кĕсье телефонĕ) номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме пулать.
— Юлашкинчен эпир, Евгений Георгиевич, сире тата сирĕн коллектива професси уявĕпе ăшшăн саламлатпăр. Пурне те çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр.
— Пысăк тав. Эпĕ те следстви органĕсен ветеранĕсене, сотрудниксене, вĕсен çемйисене уявпа саламлатăп. Пур ĕçре те ăнăçу, ÿсĕмсем, çирĕп сыв-лăх сунатăп.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code