Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Кашни пике ятарлă номинацие тивĕçрĕ

Кашни пике ятарлă номинацие тивĕçрĕ

Студент пулнă чухне Татьяна кунне уявламасăр пĕр çул та сиктермен. Яланах хĕрÿ сесси тапхăрне лекетчĕ вăл. Зачетсемпе экзаменсем пĕрин хыççăн тепри хыçран «хăвалатчĕç». Расписанире ыран пĕлтерĕшлĕ тĕрĕслев кунĕ тесе палăртнă чухне те студентсен тĕп уявĕ валли пушă вăхăт пурпĕр тупаттăмăрах. Ун чухне чылайăшĕ, тен, вăл ăçтан пуçланса кайнине тĕплĕн тишкермен те…


Историрен вара çакă паллă. Татьяна кунĕ — революцичченхи тата хальхи Раççейĕн аслă шкулĕнче вĕрентекенсемпе студенчĕсен уявĕ. Çветтуй Татьяна Мускаври патшалăх университечĕн сыхлавçи шутланать. Çакă Елизавета Петровна императрица 1755 çулта шăпах çветтуй Татьяна кунĕнче асăннă университета (МГУ) тума тытăнассине çирĕплетсе хушу кăларнипе çыхăннă.
Татьяна кунне халалласа кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче пирĕн районта та уяв иртрĕ. Унта районти шкулсенче вĕренекен сакăр пике хутшăнчĕ. Пулас студентсен хушшинче икĕ Татьяна пулчĕ. Чăн та, хальхи вăхăтра çак илемлĕ ятпа чĕнекен хĕрсене сайра хутра кăна тĕл пулатăн.
Конкурсантсем чи малтан хăйсемпе паллаштарчĕç, тавçăрулăх енĕпе тупăшрĕç, пултарулăх конкурсĕнче юрă-ташăпа тата сăвă каласа савăнтарчĕç. Жюри членĕсем кашни пикене ятарлă номинаци парса чысларĕç, Шăхасан хĕрĕ Анна Архипова пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнине, Татьяна Максимова (Чакаç) — иккĕмĕш пулнине, Татьяна Кузьмина (Сиккасси) виççĕмĕш вырăна тухнине палăртрĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *