Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ĕçчен алă хăйне валли ĕç тупать

Ĕçчен алă хăйне валли ĕç тупать

Кивĕ Шелттем ялĕнче пурăнакан Николай Николаевич Воронцов пурнăçăн анлă çулне сакăр теçетке ытла такăрлатать. Сакăр вунă çул этем пурнăçĕшĕн кĕске тапхăрах мар. Сакăр вунă çул хушшинче тем те пулнă Николай Николаевичăн кун-çулĕнче.


1940 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче çуралнăскерĕн ачалăхĕ вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ 40-мĕш çулсенче çуралнисене те «вăрçă ачи» ят тивнĕ. Николай Николаевича шăпа пуçран шăлман. Ашшĕ ытти арçынсемпе пĕрле фронта тухса кайнă, танкист пулнă. Хăй çÿренĕ танкĕпе Çĕнтерÿ парадне хутшăннă. 1945 çулхи чÿк уйăхĕн- че тăван тăрăха сывă таврăннă. Николай Николаевичăн икĕ куккăшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă.
Николай Николаевич вăрçă вăхăтĕнче ача-пăча шутĕнче кăна пулнă-ха. Амăшĕ тăван хуçалăхра вăй хунă. Аслăраххисем çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ: ака тунă, тырă вырнă, вăрман каснă.
Николай Воронцов 1954 çулта Кивĕ Шелттемри çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă, 1958 çулта Сиккассинчи вăтам шкула пĕтернĕ.
Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн 2 çул хушши ?1958-1960/ Алтай тăрăхĕнче чукун çул тунă çĕрте ĕçленĕ. Çав çулах ăна çара илсе кайнă.
Виçĕ çул (1960-1963) Польша çĕрĕ çинче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин тивĕçне пурнăçланă.
1963-1968 çулсенче Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе зоотехник ученăй специальноçне алла илнĕ. 1975 çулта Шупашкарти педагогика институтĕнчен биологи учителĕ пулса тухнă.
1965 çулта Шелттемри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта биологи учителĕн- че ĕçлеме пуçланă, ачасене çут çанталăка юратма, упрама вĕрентнĕ, вĕренекенĕсем çут çанталăк тусĕсем пулса ÿсчĕр тесе вĕрентÿ ĕçĕнче 41 çул вăй хунă.
Вĕренекенĕсемпе пĕрле Вăрăм шывĕн икĕ енĕпе, ял тăрăхĕнчи çырма-çатра таврашĕсенче кашни çулах çĕр-çĕр тĕп йывăç лартнă. Хăй пурăнакан урам икĕ айккипе те йывăçсем тавралăха илем кÿрсе лараççĕ.
Кам кăна çук-ши вăл пĕлÿ панă ачасем хушшинче: агрономсем, учительсем, инженерсем, артистсем, юрăçсем, тухтăрсем – пурне те каласа пĕтереес те çук.
Вĕрентÿ ĕçĕнче нумай çул вăй хунăшăн ăна «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ят панă. Паллах, ку чыса ăнсăртран кама та пулин çĕклес тесе памаççĕ. Çын ĕçне пысăка хурса хакланипе тивĕçнĕ вăл çак ята.
Николай Николаевич тивĕçлĕ канура пулсан та ахаль лараймасть. Ĕçчен алă хăйне валли ĕç тупать.
«Нумай çул биологи учителĕнче ĕçленĕ хыççăн çут çанталăк тусех пулса пурăнас килет, чĕр чунсемпе вĕçен кайăксен, ÿсен-тăран тĕнчинчен ниепле те уйрăлаймас- тăп», — тет ветеран.
Чăнах та, кашни иртсе каякан çын вĕсен çурчĕ енне киленсе пăхать. Çурчĕ умне хăй аллипе капăр эрешлĕ тимĕр карта тытса çавăрнă. Хапха, хÿме тăррисенче, картасем çинче тимĕртен касса кăларнă тĕрлĕ ÿкерчĕк курма пулать: тискер чĕр чунсен, вĕçен ка- йăксен, килти чĕр чунсен кĕлеткисем.
Тĕрлĕ енпе кăсăкланать тесе калама пулать ун пирки. Ăна пур енĕпе те пулăшса пыраканĕ _ мăшăрĕ Надежда Николаевна Воронцова.
– Мăшăр тени мĕн тени —
Çумра хÿтлĕх пур тени,
Ĕшенсессĕн тайăнма
Çумра тĕрев пур тени.
Ача-пăча ÿстерсе кун-çула вăрăмлатни…
Çакăн евĕрлĕ шăранаççĕ Анатолий Кипеч сăввипе çырнă юрăри сăмахсем. Мăшăр çумра пулни, хисеплени, юратни, ачисем, мăнукĕсем йĕркеллĕ çын пулни пурнăçа вăрăмлатма пулăшаççĕ, малалла ĕçлеме хавхалантараççĕ.
Николай Николаевичăн çумри чи хаклă мăшăрĕ _ Надежда Николаевна. Ăна та, 1941 çулта çуралнăскерне, «вăрçă ачи» ят тивнĕ. Надежда Николаевна Воронцова Шелттемри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 45 çул хушши чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ.
Николай Николаевичпа Надежда Николаевна тăватă ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă, пурте аслă пĕ- лÿллĕ. Ачисем те хăйсем пекех ăслă та пултаруллă.
Эпир те, çамрăк ăру, çавăн пек хастар çынсемпе мухтанатпăр, вĕсенчен тĕслĕх илетпĕр. Николай Николаевичăн ырă аллин ырă ĕçĕсене малашне те туса пымалла пултăр. Пурнăç урапи çинчен анма ан васкатăр, çырнă вăхăт çитиччен пĕр хуйхă-суйхăсăр пурăнтăр.


Надежда СЕРГЕЕВА,
чăваш чĕлхипе
литературине
вĕрентекен
Çĕнĕ Шелттем шкулĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *