Главная > Публикации > Тăван хуçалăхра — хĕрĕх çул ытла

Тăван хуçалăхра — хĕрĕх çул ытла

Шăхасан салинче пурăнакан Эльза Аркадьевна Яковлева ыран, нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче, 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. Вăл Çĕрпÿ районĕнчи Упнер ялĕнче çуралнă.


Шкул хыççăн хĕрупраç Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ, агроном специальноçне алла илнĕ. 1974 çулта Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативне ĕçе вырнаçнă, унта 2015 çулччен вăй хунă.
Эльза Аркадьевнăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 41 çулпа танлашать. Вĕсенчен 14 çулне вăл — агроном, 6 çулне — тĕп агроном, 18 çулне экономист пулса тăрăшнă. Çавăн пекех хуçалăхăн бухгалтери ĕçне те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă, тĕрĕслев канашĕн членĕ шутланнă.
Ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçленĕ тапхăрта хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă, пысăк квалификациллĕ специалиста ĕçтешĕсем хисепленĕ, унăн сĕнÿ-канашне ăша хывнă. Эльза Яковлева кирек мĕнле ĕçе те пĕлсе йĕркеленĕ, çĕрĕн кашни гектарĕпе тухăçлă усă курма тăрăшнă. Çавна май çулсерен тыр-пулпа çĕр улмин тата пахча çимĕçĕн пысăк тухăçĕсене тивĕçнĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре те палăрнă, çакă выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн калăпăшне ÿстерсе пыма май панă.
Эльза Аркадьевна общество ĕçне те хастар хутшăннă, 2000 çулхи ака уйăхĕнчен хуçалăхăн пуçламăш профсоюз организацине ертсе пынă. Вăл ял хуçалăх предприятийĕнче тăрăшакансен интересĕсене хÿтĕ-ленĕ, вĕсен ĕç условийĕсене лайăх- латассишĕн чун-чĕрипе çуннă.
Ĕçре тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн тата пысăк çитĕнÿсене тивĕçнĕшĕн Эльза Яковлевăна Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин хисеп грамотипе, «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят тата ытти сумлă наградăсем парса чысланă.
Мăшăрĕпе вĕсем виçĕ ача çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă.
Юбиляра çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, телей тата вăрăм кун-çул сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code