Главная > Публикации > АПК ветеранĕсем канашланă

АПК ветеранĕсем канашланă

Иртнĕ эрнере районта вырăнти агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ Сергей Шерне, Чăваш Республикин АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Александр Самылкин тата асăннă организацин председателĕ Валериан Соловьев хутшăннă.

Ф.Г. Григорьев ячĕллĕ район больницин тĕп тухтăрĕ Сергей Шерне ял хуçалăх отраслĕнче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене çирĕп сывлăх тата вăрăм кун-çул суннă. Унтан Сергей Александрович канашлăва пуçтарăннисене коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарнă.
Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Сергей Васильев выльăх-чĕрлĕх отраслĕн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăнă, çитĕнÿсемпе çитменлĕхсене уçăмлатнă.
Районти АПК ветеранĕсен канашĕн ертÿçи Валерий Долгов организацин иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ: «Пирĕн ветерансен канашĕнче 22 член шутланать. Хамăр ĕçе Чăваш Республикин АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн Уставĕпе килĕшÿллĕн йĕркелесе пыратпăр. Çулсерен ĕç планне çирĕплететпĕр, унта пурнăçламалли пĕлтерĕшлĕ чылай мероприятие кĕртсе хăваратпăр. Кăçалхи çула Чăваш Енре «Пултаруллă ентешсен çулталăкĕ» тесе палăртрĕç. Эпир те айккинче юлас темерĕмĕр, çитес вăхăтра ял хуçалăхĕнче ĕçлесе пысăк хисепе тивĕçнĕ çынсен çурчĕсем çине асăну хăмисем çакма тытăнăпăр».
Унтан ларăва хутшăннисем ревизи комиссийĕн отчетне итлесе çирĕплетнĕ. Чăваш Республикин АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Александр Самылкин вырăнти АПК ветеранĕсен организацийĕн ĕçне «лайăх» хак панă.
Ларура çавăн пекех районти АПК ветеранĕсен канашĕн ертÿçине суйланă тата организаци ĕçне йĕркелесе пыракан яваплă çынсене çирĕплетнĕ. Вырăнти АПК ветеранĕсен канашне ертсе пыма хальхинче те Валерий Долговах шаннă.
Ветерансен тĕлпулăвĕ Чăваш Республикин АПК ветеранĕ- сен пĕрлешĕвĕн республикăри конференцине хутшăнма делегатсене суйланипе вĕçленнĕ, унта Валерий Долгова, Юрий Александрова, Михаил Игошина тата Анатолий Петрова яма йышăннă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code