Вторник, 23 апреля, 2024
Главная > Публикации > Эсир те айккинче ан юлăр

Эсир те айккинче ан юлăр

Пĕччен пурăнакан ватăсене вăйпитти çамрăксенчен кирек хăçан та пулăшупа тимлĕх кирлĕ. Хĕл кунĕсенче аслă ÿсĕмри çынсен пурнăçĕ уйрăмах йывăрланать. Юр нумай çуса тултарнăран вĕсем тухса çÿрейми пулаççĕ, çавна май лавккана — апат-çимĕç, аптекăна эмел туянма çитсе килейменни те пулать.

Пирĕн районта ватăсене йывăр вăхăтра пулăшу кÿме волонтерсен штабне йĕркеленĕ, вĕсем ĕçлекен çамрăксен канашĕн ĕçĕсемпе ялсене тăтăшах тухса çÿреççĕ. Нумаях пулмасть пулăшу десанчĕ Шăхасан салинче пулнă. Çамрăксем ватăсене апат-çимĕç кĕртсе панă, картишĕнче сукмак хырса уçнă, çурт тăрринчен юр антарса панă. Асăннă ыр кăмăллăх акцийĕ санитарипе эпидемиологи нормисене çирĕп пăхăннипе пулса пырать.
Районти волонтерсен штабĕ ватăсем валли апат-çимĕç туянма спонсор пулăшăвĕпе тивĕçтернĕшĕн депутатсен районти пухăвĕн депутатне Дамир Юнусова тав тăвать. #ЭпирПĕрле чухне кирек мĕнле йывăрлăха та çăмăллăнах çĕнтерме пултарăпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *