— 2016 çулта пулас «Улах» ансамблĕн хастарĕсем Тăрăн ялĕн клубĕнче пĕрремĕш хут пуçтарăнтăмăр, — тет ансамблĕн ертÿçи Николай Михайлович Семенов. — Малтан ал ĕçĕ туса пăхрăмăр — кам мĕне пултарать. Унтан, ветерансен канашĕн членĕ Михаил Николаевич Николаев сĕннипе юрласа пăхас терĕмĕр. Хитре юрланă пек туйăнчĕ пулас, мартăн 8-мĕшĕнче сцена çине тухса ял халăхне концерт лартса патăмăр. Ял халăхĕ йышлă пухăннăччĕ, пире питĕ ăшшăн йышăнчĕç. Çавăнтанпа пирĕн ансамблĕн пурнăçĕ пуçланса кайрĕ.
— Юрлакан ушкăна çынсене пухма йывăр пулмарĕ-и?
— Пирĕн коллектив тĕпрен улшăнчĕ тесен те юрать. Пĕрисем кайрĕç, теприсем, пĕр-пĕрне курса, кунта килчĕç. Чи çамрăкки – Александрова Галина, чăн кайран килчĕ.
— Ăçта-ăçта çитсе килчĕ-ха «Улах»?
— Малтанхи вăхăтра хамăр ялтан тухман. Каярахпа района тухрăмăр, ака туйĕсенче иккĕмĕш вырăнсем илкелерĕмĕр. Шупашкара та çитрĕмĕр. Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕ чĕннипе унта туй ташшине ташласа патăмăр. Чăваш ен Культура министерствин тата Шупашкар хула администраци ертÿçин Тав çырăвĕсене илме тивĕç пултăмăр.
— Çĕнĕ юрăсене е çĕнĕ ташăсене епле тупатăр?
— Пирĕн коллективра питĕ пултаруллă çынсем. Вĕсем е хăйсем тупаççĕ, е Интернетран илеççĕ.
— Сирĕнпе юнашар Юрий Алексеев ларать. Юрий Борисович, тивĕçлĕ канăва кайиччен эсир ăçта тăрăшнă?
— Пенсие кайни чылай пулать ĕнтĕ. Вунă çул. Эпĕ Канашра ĕçленĕ. Хулапа районти пултарулăх коллективĕсене çÿренĕ. Тăрăнта «Улах» йĕркеленсе кайсан эпĕ те хамăр ял-йышпа пĕрле пулас терĕм. Пултарулăх çитнĕ таран юрлатпăр та, ташлатпăр та.
— Çемьере каламаççĕ-и «ватă пуçпа килте лармалла, клуб тăрăх янккаса çÿремелле мар», — тесе?
— Хăш чухне калакаласси пулать пулĕ, анчах ăнланаççĕ.
— Мана Ананьева Римма Михайловна тесе чĕнеççĕ. Эпĕ малтан Канашра ĕçленĕ. Кайран колхоза куçрăм, сĕт-çу ферминче ĕнесене апат параканни пулнă. «Улаха» пилĕк çул çÿретĕп ĕнтĕ. Кунта репетицисене эпĕ хаваспах килетĕп. Хамăра килĕшекен юрăсене пурте пĕрле суйласа илетпĕр те вĕренме тытăнатпăр. Вĕсен хушшинче чăваш халăх юррисем те, чăваш композиторĕсен юррисем те пур.
— Эпĕ Иванова Зоя Петровна. Чăн малтан «Улаха» эпир килтĕмĕр. Йышлăнах марччĕ эпир, пĕр вунă çын кăначчĕ. Кайран пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ыттисем те килме пуçларĕç. Хаваслансах пухăнатпăр ял клубне. Ĕлĕк мĕншĕн пухăннă улаха; Ал ĕçĕ тума: кĕнчеле арлама, чăлха-нуски çыхма, çăпата хуçма, тĕрĕ тĕрлеме. Çав йăлана эпир пăрахман, кам мĕн тума пултарать, ыттисене те çав ĕçе вĕрентетпĕр. Халĕ ялта çăпата хуçма пĕлекен çын та юлмарĕ пулĕ. Ыйткалатпăр-ха ватăсенчен.
— Эпĕ Игнатьева хушаматпа çÿретĕп, Любовь Николаевна тесе чĕнеççĕ.
— Игнатьевасем эсир кунта виççĕн. Пĕр килтен мар пулĕ те?
— Ун пек каласан та йăнăш пулмĕ. Эпир виçĕ кин, пĕр тăвансене качча тухнă. Канашра чугун çул çинче 35 çул ĕçленĕ.
— Шпалсем йăтман пулĕ те?
— Çук, эпĕ кантурта компьютерпа ларнă. Вăтăр пилĕк çулах мар ĕнтĕ. Компьютерсемпе ĕçлесси йăлана кĕрсен кăна çĕнĕ ĕçе вĕренме тиврĕ. 2014 çулта пенсие тухрăм та кунта çÿреме тытăнтăм. Ача ман иккĕ — ывăлпа хĕр, виçĕ мăнук. Асли кăçал тăваттăмĕш класа каять.
— Тепĕр Игнатьевапа калаçар-ха.
— Мана Елена Ивановна теççĕ. Эпĕ фермăра ĕçленĕ, выльăх тухтăрĕ те пулнă. Ĕçе тиркесе тăман, ĕне те сунă, пăру та пăхнă. Ăçта çын çитмен, унта кайнă.
— Ĕне чылайччĕ-и çав вăхăтра?
— Нумай. Сăвăнаканнисем кăна 300 пуç пулнă. Ун чухне колхоз председателĕ Аркадий Трофимович Григорьевчĕ. Пире ĕçшĕн укçа лайăх тÿленĕ. Пенсие те эпĕ дояркăранах тухнă. Эпĕ дояркăра ĕçленĕ чухне ĕнесене алăпа суман, пирĕн аппаратсем пулнă. Ĕне сăвакансем вун иккĕн пулнă, 6 доярка пĕр смена пулнă, 6 доярка тепĕр смена.
— Дояркăсем пурте пурăнаççĕ-и?
— Çу-ук! Ферми те пĕтрĕ. Питĕ шалккă. Дояркăсем ĕçленĕ чухне ферма кĕрлесе тăнă. Эпир пысăк хисепре пулнă. Кашни пухурах парнесем паратчĕç.
— Колхозĕ хăть пур-и?
— Колхозĕ пур, анчах выльăх-чĕрлĕх тытмасть. Тырăпа утă кăна туса илет пулас. Эпир хамăрăнне ĕçлесе татнă, халĕ «Улахра» юрласа-ташласа çÿресен те намăс мар. Пирĕн ушкăн питĕ туслă. Пĕр-пĕринпе урамра тĕл пулсассăн та калаçса тăранаймастпăр.
— Эрнере миçе хутчен пухăнатăр-ха?
— Концертпа каймалла чухне икĕ-виçĕ хутчен те пухăнатпăр.
— Килте ĕне усратăр-и?
— Эпĕ утмăл тăваттăра, ачасем саланса пĕтнĕ, пĕчченех пурăнатăп. Мана ĕне мĕн тума кирлĕ?
— Эпĕ ялтан ача чухнех, вун пиллĕкрех тухса кайнă, — пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Александрова Галина Ильинична. — Юлашки 10 çул Мускавра пурăнтăм. Çулсем иртсен яла таврăнма тиврĕ. Виççĕмĕш çул анне килĕнче пурăнатăп. «Улаха» питĕ чĕнчĕç те, килĕшрĕм. Çынсем кунта лайăх, пĕр-пĕринпе килĕштеретпĕр. Пĕрремĕш сасăллисем улттăн, эпир те, иккĕмĕш сасăллисем, улттăн. Арçынсем виççĕмĕш сасăпа юрлаççĕ. Вĕсем пирĕн виççĕн.
— Концерта ют çĕре кайма транспорт епле тупкалатăр?
— Кам мĕнле. Колхоз председателĕ те пулăшать. Камăн машина пур, вăл та лартса каять. Çуллахи вăхăтра çĕнĕ юрă вĕренмен-ха, вăхăчĕ çукрах, кĕре кĕрсен вĕренме тытăнатпăр.
— Эпĕ Игнатьева Алевтина Димитриевна пулатăп, — паллаштарчĕ хăйĕнпе «Улаха» килнĕ тепĕр артист. — Эпĕ Игнатьевсен кунта çÿрекен виççĕмĕш кинĕ ĕнтĕ.
— Эсир тата кунта мĕнле лекнĕ? Икĕ кинĕ сире хистесе илсе килмерĕç пулĕ те?
— Эпир Семенова Надеждăпа садикре пĕрле ĕçленĕ. Вăл: «Айта-ха «Улаха» кайса пăхатпăр, мĕн ĕçлеççĕ унта», — тесе чĕнчĕ те, килтĕмĕр. Питĕ интереслĕ кунта, темĕн тума та вĕрентеççĕ.
— Çак кунсенче ăçта та пулин каймалли çук-и?
— Клубран инçех мар пурăнакан хĕрарăм, Валентина Григорьева, 90 çул тултарать, ăна юбилейпа саламлама килне кайса килмелле теççĕ-ха.
— Сире тата мĕнле чĕ-неççĕ-ха?
— Эпĕ Федорова Галина Николаевна пулатăп. Эпĕ яла Канашран куçса килнĕ. ОРС хупăниччен ун пекарнинче çăкăр пĕçернĕ. Кайран Хĕвелтухăç районти лавккара сутăç пулнă. Пенсие тухсан мăшăрпа яла таврăнтăмăр.
— Сире «Улахра» мĕн килĕшет?
— Эпĕ юрлама питĕ юрататăп. Ача чухнех питĕ юрланă. Болгарине кайсан унта та юрласа панă.
— Апла-тăк, пире пĕр юрă юрласа параймăр-ши?
— Мĕнлине юрласа парам-ши?
«Аннеçĕм кĕтет пуль пире.
Аннеçĕм кĕтет пуль пире,
Сăра вĕретет пуль,
Хуплу пĕçерет пуль,
Тăрать пуль тухса пÿрт умне.
Васкасчĕ тухмашкăн çула,
Васкасчĕ тухмашкăн çула.
Ĕçе хăварасчĕ, çула кĕскетесчĕ,
Çитесчĕ тăван ялăма.
Уçасчĕ яри алăка,
Уçасчĕ яри алăка.
Савса ыталасчĕ,
Ирччен калаçасчĕ
Сиплесчĕ кăштах ватлăхна.
Ах, вăхăт иртет шутласа,
Кайса кураймас час-часах.
Анне юратать вăл,
Анне каçарать вăл
Куçне вăрттăн-вăрттăн шăлса».
Вăт çапла. Болгарине эпĕ вун улттăрах кайнă. Эпĕ Сĕнтĕрвăрринче вĕренеттĕм те, пире, «отличниксене», унта Шупашкарти ансамбльпе пĕрле илсе кайрĕç. Унта эпĕ Женя çинчен вырăсла юрă юрласа патăм: «Стоит средь лесов деревенька, жила там когда-то девчонка, жила там когда-то девчонка, девчонка по имени Женька». Пурччĕ вĕт-ха çавăн пек юрă;
— Пăлхарсем хытă алă çупрĕç пулĕ?
— Çупнă та пулĕ, халĕ ас тумастăп. Мĕн чухлĕ вăхăт иртрĕ унтанпа.
— Эсир кам пулатăр; Хă- вăрпа паллаштарăр-ха.
— Мана Римма Евстафьевна Николаева тесе чĕнеççĕ. Эпĕ Шупашкарпа Канашри ача сачĕсенче воспитатель пулса ĕçленĕ. Кайран Канашри вагонсем юсакан заводра 27 çул мастерта ĕçленĕ. Пенсие тухсан яла таврăнтăмăр.
Унтан эпĕ Иванова Галина Николаевнăпа, Семенова Надежда Николаевнăпа, Николаев Михаил Николаевичпа калаçрăм. Вĕсем пурте тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем. Кашнинченех: «Сире кунта мĕн килĕшет;» — тесе ыйтрăм. «Туслă лару-тăру», «Юрласа чуна кантаратпăр», «Кунта хамăра çамрăк туятпăр», — терĕç. «Кунта пир тĕртме те вĕрентĕмĕр», — текенсем те пулчĕç.
Кунта пухăннисем клуб кивелнишĕн, кĕç-вĕç ишĕлсе анма пултарнишĕн, йĕпе-сапа вăхăтĕнче клуба шыв аннишĕн пăшăрханса каласа пачĕç. «Тăрăнта клуб тума палăртнă-ха, анчах ĕçе хăçан пуçăнасси паллă мар», — лăплантарчĕ кунта пухăннисене ансамбль ертÿçи Николай Михайлович Семенов.
— Пирĕн «Улах» ушкăнăн çитсе курмалли вырăн та, çитсе курнă вырăн та нумай, — терĕ хăйĕн юлашки сăмахĕнче Николай Михайлович. — Пирĕн малашне Шупашкара та тухса курас килет, тата Чăваш территорийĕнчен тухса курас кăмăлсем те пысăк. Çавăншăн эпир тăрăшатпăр, ĕçлетпĕр. Пирĕн паянхи чи пысăк çитĕнÿ вăл — ветерансен фестивалĕнче ташă ташласа пĕрремĕш вырăн илни. Çак хĕрсем ташласа Шупашкартан лауреат ятне илсе килчĕç.