Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > 95 çулхи юбилейне паллă турĕ

95 çулхи юбилейне паллă турĕ

Тунтикун, авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче, пирĕн район 95 çулхи юбилейне паллă турĕ. Уява район çыннисемпе хăнасем йышлăн пуçтарăнчĕç.

Мероприяти Çĕнтерÿ Паркĕнче вăрçă хирĕнче пуç хунă паттăрсене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хунипе пуçланчĕ.

Канаш районĕн историйĕ 1927 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçланать. Уява хутшăннисем районти культура çурчĕ умĕнчи лапамра флешмоб йĕркелерĕç, туслă йыш 95 цифра евĕр тăрса тухрĕ, çÿлтен çакна сăн ÿкерсе историе кĕртсе хăварчĕç. Тÿпене шурă кăвакарчăнсем вĕçсе хăпарчĕç.

Лапамра тĕрлĕ тематикăллă площадка ĕçлерĕ. Уява килнисем ра- йонта туса кăларакан паха продукцие тутанса пăхса хак пама, фото выставкăсемпе паллашма пултарчĕç. Архивра упранакан хаклă документсемпе кĕнекесем те çав кун çын куçĕ умне тухрĕç.

Районăн малашлăхĕ пирĕнтен, кунта ĕçлесе пурăнакансенчен, нумай килет. Юбилей тата ватăсен кунĕ тĕлне «95 ырă ĕç» акци пуçарнă. Унта çамрăксем хастар хутшăнаççĕ, проект ăнăçлă пурнăçланса пынине палăртмалла.

Уява пуçтарăннисене районăн çитĕнĕвĕпе унăн малашлăх çул- йĕрне сăнарлакан видеофильм кăтартрĕç. Унтан кашни ура çине тăрса «Савнă Канаш ен» район гимнне шăрантарчĕç.

Юбилейпа Канаш районĕнче пурăнакансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ _ шалти политика управленийĕн начальникĕ Владимир Степанов, Чă-ваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Поповпа Петр Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ Владислав Софронов тата ыттисем саламларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата район пуçлăхĕ Сергей Шерне уява уçнă май Канаш районĕ пур енлĕн аталанса пынине, çамрăксене хамăр тăрăхра ĕçлесе пурăнма условисем туса панине палăртрĕç. Районта социаллă инфраструктура çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, çурт-йĕр хăпартаççĕ, çул-йĕр сараççĕ, ял хуçалăхĕнче пысăк çитĕнÿсене тивĕçеççĕ.

Юрий Арлашкин Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн _ ял хуçалăх министрĕн Сергей Артамоновăн салам çырăвне вуласа пачĕ, Канаш районĕ пурнăçпа тан утнине, аталану потенциалĕпе малашлăхĕ пуррине палăртрĕ.

Район аталанăвĕпе çитĕнĕвĕ — ырми-канми тăрăшнă çынсенче. Сцена çинче тĕрлĕ отрасльте вăй хунă ветерансемпе хастарсене район администрацийĕн Тав хучĕсемпе чысларĕç. Ольга Микушина «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тухса илчĕ.

Савăнăçлă концерт уява пуçтарăннă çынсен кăмăл-туйăмне çĕклерĕ. Сцена çине пултаруллă яшсемпе хĕрсем, аслă ÿсĕмри ветерансем юрă-ташă номерĕсемпе тухрĕç. Уявран кашни асăнмалăх парнепе таврăнма пултарчĕ.

Эпир хамăр районпа тата унта пурăнакан пултаруллă çынсемпе мăнаçланатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *