Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Кашни хунав пысăк тимлĕх ыйтать

Кашни хунав пысăк тимлĕх ыйтать

Канаш лесничествин вăрманĕсем республикăн çичĕ районĕнче кашлаççĕ. Чи пысăк лаптăкĕсем Канаш, Тăвай тата Комсомольски тăрăхĕсенче вырнаçнă. Вăрман ĕçченĕсен туслă йышне нумайранпа Дамир Юнусов ертсе пырать. Хăйсен професси уявне çут çанталăк тусĕ-сем яланхиллех пысăк çитĕнÿпе кĕтсе илеççĕ.

Нумаях пулмасть лесничествăн питомникне çитсе килтĕмĕр. Унăн лаптăкĕ 12 гектар йышăнать. Тÿрĕ тата аякка тăсăлакан йăрансем çинче юман, хыр, чăрăш, çăка, туя, кăвак чăрăш тата ытти çамрăк хунавсем çитĕнеççĕ. Вĕсене питомникре тăрăшакансем çу каçипех пăхса тăраççĕ, çум курăкран тасатаççĕ, çĕре кăпкалатаççĕ тата ытти те. Кайран хунавсене каснă лаптăксене çĕнетме, палăртнă вырăнта çĕнĕ вăрман чĕртсе тăратма кăларса парса яраççĕ.

Лесничествăра хунавсене çĕнĕ меслетпе çитĕнтермелли теплица та пур. Вăл 150 тăваткал метр лаптăк çинче вырнаçнă. Унта пулас йывăçа хупă тымар мелĕпе ÿстереççĕ. Çак ĕçе, сăмахран, çулталăк çаврăмĕпех пурнăçлама пулать, вăл çĕнĕ хунавсемпе тивĕçтерес вăхăта палăрмаллах кĕскетме пулăшать.

Пушар хăрушсăрлăхĕ — вăрманçăсемшĕн яланах тĕп вырăнта. Йывăçсене вут-кăвартан сыхласа хăварас тĕллевпе кăçал 45 километр тăршшĕ минполоса чĕрсе тухнă, малтан тунисене 90 километр çинче тасатнă. Кÿлĕсем патне пымалли çулсене якатнă, беседкăсемпе асăрхаттару стенчĕсене çĕнетнĕ. Профилактика мероприятийĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрни инкеке вăхăтра сирсе яма май панă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code