Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Чăваш культурине аталантарса пырассишĕн тăрăшать

Чăваш культурине аталантарса пырассишĕн тăрăшать

Районти культура сферинче чунне парса, ырми-канми, тулли кăмăлпа тата хавхаланса ĕçлекенсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Мăкăр ялĕнчи клубра тăрăшакан Вероника Ивановна Иванова (Николаева).

— Вероника Ивановна, сирĕн ялăн Гимнĕ янăрарĕ, мĕнле илемлĕ, хавхаланса тата мăнаçлăн шăрантартăр эсир ăна. Сăмахĕсем те питĕ килĕшÿллĕ:

«Ĕмĕртен тĕреклĕ пултăн

Тăван ялăм, Мăкăр ен.

Тĕнчене тухма çул уçрăн

Ĕç çыннишĕн — çут мерчен…

Ырă, çутă кун вăранчĕ,

Мăкăр — çут телей сăпки.

Тус-юлташ ална парсамччĕ,

Тулли пултăр кĕреки.

Мăкăр ялăм — чаплă ял.

Савнă ялăм — чаплă ял.

Ялан пирĕн чĕрере,

Ĕмĕр пулăн хисепре».

— Сăввипе кĕвви камăн-ши, хă-вăр çырман-и?

— Çук, хам çырман. Сăввине Надежда Силпи çырнă, кĕвви — Юрий Кудаковăн.

— Эсир Надежда Силпине пĕлетĕр эппин. Вăл эпĕ çуралса ÿс-нĕ Кăшнаруй ялĕнчен.

— Эпир Надежда Силпипе Çĕнĕ Шупашкарта юнашар хваттерсенче пурăннă. Çавăнта тĕвĕленнĕ те ĕнтĕ пирĕн туслăх.

Вероника Ивановна кăçал хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Вăл 55 çул каялла Мăкăр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл çемьере чи кĕçĕнни пулнă. Ашшĕ — Иван Николаевич, вăрçă ветеранĕ, «Канаш» колхозра платник пулнă. Амăшĕ — Анна Васильевна, мăшăрĕ пекех тăван хуçалăхра тăрăшнă. Вĕсем тăхăр ача çуратса ура çине тăратнă.

— Апла сирĕн аннĕр «Мать-Героиня» сумлă паллă та илме тивĕç пулнă-тăр?

— Çук, вăл ултă ачапа тăлăха юлнă хыççăн аттепе пĕрлешнĕ. Пĕр ачине те уйăрса тăман, пурне те пĕр пек юратса ÿстернĕ. Халĕ Валентина, Вячеслав тата Владислав _ Канашра, Владимир — Свердловскра, Верăпа Виктор — Çĕнĕ Шупашкарта, Виталийпе Валерий Шупашкар хулисенче пурăнаççĕ. Пурте çемьеллĕ. Анне аттене качча тухнă чухне Валера икĕ çулта пулнă.

Вероника 1982 çулта Мăкăр ялĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Шупашкарти трикотаж фабрикинче çĕвĕç пулса тăрăшнă. Пурнăç ăна Чăваш Енĕн ытти капăр кĕтесĕсене те илсе çитернĕ.

2016 çултанпа Вероника Ивановна Мăкăр ялĕн клубĕнче тăрăшать. Хăй тĕллĕн купăспа выляма та вĕреннĕ вăл. Клуб çумĕнче «Мăкăр ен: Туслăх» фольклор ушкăнĕ чăмăртаннă тата çынсен кăмăлне каякан тĕрлĕрен кружок йĕркеленнĕ.

Фольклор ушкăна 17 çын çÿрет. Вырăнти артистсем пурте тивĕçлĕ канура. Ушкăна чун ыйтнипе килнĕ, илемлĕ тумтире хăйсен укçи-тенкипе çĕлеттернĕ. Тĕрленĕ кĕпесен капăрлăхĕпе илемлĕхĕ вара — Вероника Ивановнăн ĕçĕ.

— Çапла, эпĕ мĕн ачаран тĕрлеме тата çĕлеме юратнă. Паянхи кун та çак юратнă ĕçе кăмăлпа пурнăçлатăп. Халĕ фольклор ушкăна çÿрекен хастарсем малтан тĕрлĕ сферăра ĕçленĕ, вĕсем вĕрентекен те, врач та, усламçă та пулнă.

Вероника Ивановна ертсе пыракан ушкăн район, республика тата унăн тулашĕнчи мероприятисене те хастар хутшăнать. Хăйсен пултарулăхĕпе Вăтапуç салинче пурăнакансене те савăнтарса хăварнăччĕ.

Мăкăр клубĕн организаторне чăваш халăхĕн культура пуянлăхне упраса аталантарас тĕлĕшпе пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш наци конгресĕ пĕрре мар Тав çырăвĕ парса хавхалантарнă.

Вероника Ивановнапа Геннадий Васильевич ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Дима Шупашкарти трактор тăвакан заводра токарь пулса тăрăшать. Елена Курск хулинче тĕпленнĕ. Ивановсен тăватă мăнук ÿсет.

— Манăн хăлхара халĕ те эсир юрлакан юрăсем янăраççĕ, капăр тумлă, хаваслă çынсем куç умне тухса тăраççĕ. Тата мĕнле вăрттăнлăхсем пытанса юлчĕç-ши?

— Çак ушкăна тĕпе хурса чăваш культурине аталантарса пырассишĕн тăрăшатăп. Тĕрлĕ уяв валли сценарисем çыратăп, обществăри хастарлăха ÿстеретĕп, хамăр тăрăхри юбилярсене саламлама çÿретпĕр. Йыхравласан туй уявне те çитсе килме хавас.

Нумаях пулмасть пирĕн ушкăна районтан — çĕнĕ купăс, 83 çулхи ĕç ветеранĕ Виталий Петров параппан парнелерĕç. Капăр тум çĕлесе тăхăнтаракан Любовь Сергеевна Кузьминана пысăк тав сăмахĕ калас килет.

Манăн мăнуксем те питĕ хастар. Нумаях пулмасть вĕсемпе сурпан тĕрлесе Шупашкар хулинчи тĕрĕ кунне хутшăнтăмăр. Пирĕн ĕçе унта ырласа йышăнчĕç.

— Пысăк тав, Вероника Ивановна, сире ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатăп. Яланах сывлăхпа çÿрĕр!

Юрий НИКИТИН,

общество корреспонденчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *