Вторник, 23 апреля, 2024
Главная > Публикации > Вĕренме кайма пулăшнă

Вĕренме кайма пулăшнă

Чăваш Енре çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 12-мĕшĕччен «Вĕренме кайма пулăш» акци иртнĕ.

Унăн тĕллевĕ — йывăр çемьесенче ÿсекен ачасене пĕлÿ илме пулăшасси тата вĕсем йĕркене пăсассине сирсе ярасси.

Акци пынă вăхăтра район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕн тата çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин специалисчĕсем йĕрке хуралçисемпе пĕрле районти йывăр çемьесене тухса çÿренĕ, унта ÿсекен (кăçал пуçласа парта хушшине ларнă) ачасене канцеляри хатĕрĕсем, спорт инвентарĕсем тата тум парнеленĕ. Шкула каймалли хатĕрсене тăлăх ÿсекен ачасем те тивĕçнĕ.

Район администрацийĕ шкула каймалли хатĕрсене туянма пулăшнă Александр Макарова («Транспортник» ертÿçи), Эльнара Гусейновапа Надежда Петрована (усламçăсем), Дамир Юнусова (Канаш лесничествин директорĕ), Валентина Изюмована (Канашри строительство техникумĕн директорĕ) тав сăмахĕ калать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *