Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Сиплĕ те таса çăл куçĕ таптăр ĕмĕрех

Сиплĕ те таса çăл куçĕ таптăр ĕмĕрех

Асхва ял тăрăхĕнче таса та сиплĕ шыв ыйтăвĕ патне пысăк явап-лăхпа пыраççĕ. Урам хушшинчи тарасасене юсаççĕ, тĕпĕсене тасатса тарăнлатаççĕ.

Халĕ кашни пусă искусство произведенийĕ тейĕн. Вĕсене вырăнти ал ĕç ăсти Сергей Иванов йĕркене кĕртнĕ. Ял халăхĕ те айккинче юлман, мĕншĕн тесен çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе вырăнти пуçару программипе килĕшÿллĕн пурнăçланă. Кашни тенĕ пекех вăй çитернĕ таран укçа-тенкĕн пĕр пайне пухса панă, хăй пурăнакан урамри тараса çĕнелессе чăтăмсăррăн кĕтнĕ.

— Пусăсене юсаса çĕнетсен Вырăскас Пикших ялĕнчи çăл куçа та капăр сăн кĕртес терĕмĕр. Çак тĕллевпе малтан ял халăхĕпе пуçтарăнса канашларăмăр. Вĕсем ку шухăша ырласа йышăнчĕç. Унăн кун-çулĕ ял историйĕпе тÿрремĕнех çыхăннă вĕт. Аслă ÿсĕмри çынсем сиплĕ çăл куç шывĕпе ĕмĕртен ĕмĕре те усă курнине калаççĕ. Вăхăт иртнĕ май пирĕн мăн асаттесем ăна аслăлатас тĕллевпе пура чавса лартнă, ăна вĕсен ачисемпе мăнукĕсем тăтăшах çĕнетсе пынă. Эпир те айккинче юлас темерĕмĕр. Вырăнти çăл куçсене тасатса йĕркене кĕртес ĕçе килес çул та малалла тăсăпăр, — тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Павлов.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *