Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > «Ылтăн туйне» паллă тунă

«Ылтăн туйне» паллă тунă

Çак кунсенче Валерий Васильевичпа Зоя Михайловна Бурзуевсем мăшăрланнăранпа 50 çул çитнине паллă тунă.

Вĕсем 1972 çулхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче çемье çавăрнă. Çамрăксем Канаш хулинче паллашнă. Пĕрремĕш тĕлпулу вăхăтĕнче каччă хĕре «Пĕрремĕш троллейбус» фильма курма чĕннĕ.

Аллă çул алла-аллăн тытăнса, юратса тата килĕштерсе пурăнаççĕ Бурзуевсем. Çемьере хĕр Светлана çитĕннĕ. Унăн икĕ ачи Иванпа Ксения кукамăшĕпе кукашшĕне куç тулли телей кÿреççĕ.

Валерий Васильевичпа Зоя Михайловна иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» сумлă ята, нумай наградăпа парнене илме тивĕç пулнă. Бурзуевсем Чакаç ял тăрăхĕнче сумлă тата ятлă çынсем шутланаççĕ.

Халĕ çемье тивĕçлĕ канура. Çирĕп хуçалăх тытать, кайăк-кĕшĕк ĕрчетет, улма-çырла, пахча çимĕç туса илессипе тимлет. Пушă вăхăтра мăшăр Мăкăр ялĕнчи «Туслăх» фольклор ушкăна çÿрет, çынсене хаваслă юрă-кĕвĕпе савăнтарать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *