Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Професси уявĕсене паллă тунă

Професси уявĕсене паллă тунă

Раççейре çулсерен юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Учительсен кунне паллă тăваççĕ. Ку професси паянхи пурнăçра çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ача сачĕпе шкул — пĕр тытăмри организацисем. Воспитательсемпе учительсен уявĕсем кăçал пĕр вăхăтра иртрĕç. Çак паллă кунсене халалласа районти Культура çуртĕнче савăнăçлă мероприяти йĕркелерĕç. Уява килекенсен кăмăлне çĕклеме фойере учительсемпе ачасем ăсталанă ал ĕçĕсен куравĕ ĕçлерĕ.

Професси уявне Шăхасан вăтам шкулĕн хореографи ташă ушкăнĕ «Акварель» уçрĕ. Мероприяти вăхăтĕнче уява пуçтарăннă хăнасем шкул ачисемпе садике çÿрекен шăпăрлансен видео саламне итлерĕç. Учительсен хорĕ кăмăла тыткăнлакан юрăсем шăрантарчĕ.

Мероприятие пуçтарăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов, район пуçлăхĕ Сергей Шерне, районти вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ Лариса Сергеева саламларĕç, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума, ĕç кашнинех савăнăç кăна кÿтĕр тесе ырлăх сунчĕç.

Ĕçре професси тĕлĕшĕпе палăрнă педагогсене Раççей Федерацийĕн Çут ĕç министерствин, Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин, район администрацийĕн хисеп грамотисемпе тав çырăвĕсем, тата ытти ведомство наградисемпе чысларĕç.

Мероприяти районти культура ĕçченĕсем «Манăн Раççей» юрă шăрантарнипе вĕçленчĕ.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code