Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ял тăрăхĕ çирĕп аталанать çитĕнĕвне çĕршыв курса хаклать

Ял тăрăхĕ çирĕп аталанать çитĕнĕвне çĕршыв курса хаклать

Сухайкасси ял тăрăхне 2015 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа Павел Юрьевич Семенов ертсе пырать. Ку ялта 1200 ытла çын пурăнать.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вырăнти халăхăн нушине ăнланса ăна татса пама тăрăшать, бюджет укçи-тенкине перекетлĕ те кирлĕ пек усă курать, çынсен пуçарăвне шута илет тĕк — ăна пушшех те хисеплеççĕ. Сухайкасси тăрăхĕнче ку тĕлĕшпе вырăнта мĕнле ĕçленине хамăр куçпа курса хаклама пулать. Пĕр ÿстермесĕр калатăп, кунта кашни çулах пысăк калăпăшлă ĕçсем тăваççĕ, ÿлĕмрен пурнăçламалли плансем те тÿрремĕнех ял пуласлăхĕпе çыхăннă.

Урамсенче çутă. Сухайкасси ра- йонта чи малтан «çутта тухнă» ялсенчен пĕри тесен те тĕрĕсрех. Кунта урамри çутă хатĕрĕсем çине энергие перекетлеме пулăшакан диодсем выр- наçтарнă. 2015 çул вĕçне урамсенче пĕтĕмпе те 20 лампа кăна çуннă пулсан, хальхи вăхăтра вĕсене 300 ытла светильник çутатать. Диод ламписем кашни урамра тĕрлĕ вăхăтра çутса сÿнеççĕ, вăхăт таймерĕн ĕçне вырăнта пурăнакансемпе килĕшсе татăлса çирĕплетнĕ. Усă курнă электроэнергие ятарлă счетчик шутлать. Ĕçе çакнашкал йĕркелени укçа-тенке витĕмлĕ перекетлеме май парать.

Киле çити такăр çулпа. Çул-йĕр ыйтăвĕ кирек хăш саманара та çивĕч тăнă. Паян та чи кирлисенчен пĕри. Халĕ кашни килте тенĕ пекех икĕ-виçĕ çăмăл машина, хуçалăхра усă курмалли техника хатĕрĕсем… Вĕсемпе тикĕс çул тăрăх çÿреме меллĕ. Çулсем йĕркеллĕ пулсан ял та типтерлĕрех, илемлĕрех.

Ялти пуçару ушкăнĕпе ял администрацийĕ килĕштерсе ĕçленипе урамри çулсен 96 процентне вак чул сарса якатнă. Транспорт хатĕрĕсен çул çинчи хăвăртлăхне чакарма ялта пурăнакансем çул çинчи хăйне евĕрлĕ «полицейски» вырнаçтарнă. Ял тăрăхĕнчи чылай ĕçе субботник мелĕпе пурнăçласа пыраççĕ. Унта ял администрацийĕн, клуб, библиотека ĕçченĕсем хастар хутшăнаççĕ.

Ял тăрăхĕнче çак тарана çитсе çулсерен çулталăк тăршшĕпех тем тĕрлĕ конкурс йĕркеленĕ. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх мала тухнă урам пысăк парнене — укçан премие тивĕçсе пынă. Вырăнти бюджетран уйăрнă укçапа урамри çулсене юсаса йĕркене кĕртнĕ, тротуарсем сарнă, йывăç лартса парк чĕртсе тăратнă, ача-пăча площадкисем йĕркелесе ярăнчăксем вырнаçтарнă тата ытти те.

Шыв пурри ырлăх. Çуллахи шăрăх çанталăкра ял таврашĕнче таса кÿлĕ е пĕве пурри пуриншĕн те ырлăх. Сухайкасси ял тăрăхĕнче 27 шыв управĕ шутланать. 21-ĕшне тасатса йĕркене кĕртнĕ. Кăçал çак ырă витĕм тата виçĕ кÿлле пырса тивĕ. Çу кунĕсенче ача-пăча та, çитĕннисем те шыва кĕрсе савăнаççĕ.

Хур-кăвакала, выльăхсене те шыв питĕ кирлĕ. Пушар-мĕн тухас пулсан пушар машини те кашни кÿлĕ хĕррине пĕр чăрмавсăр пырса шыв тултарма пултарать. Çак тĕллевпе çыран хĕрринче ятарлă вырăнсем ăсталаса хăварнă.

Унсăр пуçне Сухайкассинче халăха шыва кĕмелли тата канмалли питĕ илемлĕ вырăн тунă. Çыран хĕрринче хăйне евĕрлĕ пляж, профнастилран хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсем вырнаçтарнă. Шыв çийĕ малтанхи çулсенче бассейн евĕр ишмелли çулсемпе иртен çÿрене кăчăк туртнă. Хĕллехи вăхăтра кÿлĕ пăрпа витĕннине кура çуллахи вăхăтра çакнашкал объектсене реконструкцилеме тивет, çавна май асăннă «ишев çулĕсене» хальхи вăхăтра кÿлĕре курма çук.

Культура тивĕçлĕ шайра. Сухайкасси ял тăрăхĕнче культура ыйтăвне те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ялти Культура çурчĕ те, ун таврашĕ те илемлĕ. Ниме бюджет программипе çуртăн иккĕмĕш хутне хăпартнă. Пĕрремĕш хутĕнче клуб вырнаçнă, иккĕмĕш хутра — антикафе. Антикафере çамрăксем шашка-шахматла, сĕтел çи теннисла выляма, тÿлевсĕр интернетра хăйсене кирлĕ информаци тупма, кĕнеке вулама, вăхăта усăллă ирттерме пултараççĕ. Культура çуртĕнче фотозона йĕркеленĕ.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ хăйĕн ĕçĕнче тăтăшах халиччен пулман çĕнĕлĕхсем шырать, вĕсемпе ăнăçлă усă курать. Акă, сăмахран, ял çыннисене хăйсен хушма хуçалăхĕнче çитĕнтернĕ продукцие сутма меллĕ пултăр, хăйсем те ялта пысăках мар производство уçма пултарччăр тесе «Сугай Продукт» бренд йĕркеленĕ. Çакăн евĕр бренд кашни ял тăрăхĕнчех пулмаллине тĕпе хурать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Павел Семенов. Ку тăрăхра пыл хурчĕ тытакансем йышлă пулнăран Сухайкасси пылĕн бренчĕ те ăнăçлă ĕçлет.

Туслă йышпа ĕç ăнăçать. Ял çынни сĕнекен пĕр-пĕр пуçарăва е ыйтăва яланах йышпа пăхса тухаççĕ. Ку тĕлĕшпе тÿрех комисси пухаççĕ, вырăна тухса тĕрĕслеççĕ. Депутатсен Пухăвĕнче тата общество канашĕн ларăвĕнче йышăну тăваççĕ.

Ял тăрăхĕн инфратытăмне йĕркеленĕ чухне усă курмалли ырă тĕслĕх Сухайкассинче темĕн чухлех. Çынсем ял пурнăçне мĕнле хутшăннипе, агротуризм аталанăвĕпе паллашма та интереслĕ кунта.

Сухайкасси ял тăрăхĕ республикăри кашни муниципаллă пĕрлешÿшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулни вăрттăнлăх мар. Павел Семенов Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнса çулсерен çĕнтерÿçĕ ята тивĕçет. Вĕсен çитĕнĕвне çĕршывра 2018 çултах палăртнăччĕ. 2021 çулта сухайкассисем Пĕтĕм Раççейри «Муниципалитетсен чи лайăх практики» конкурсăн «Муниципалитет пĕрлĕхĕнче пурăнакансемпе тухăçлă çыхăнса ĕçлесси тата çынсене вырăнти хăй тытăмлăх ĕçне явăçтарасси» тата Хула хуçалăхне цифра технологийĕсене ĕçе кĕртсе модернизацилени» номинацисенче çĕнтерчĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *