Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Раççейĕн пĕрлештернĕ командине лекнĕ

Раççейĕн пĕрлештернĕ командине лекнĕ

Авăн уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарта масрестлинг енĕпе Раççей шайĕнчи ăмăрту иртнĕ. Унта хамăр çĕршыври 26 регионтан 258 спортсмен хутшăннă. Хучел шкулĕнчен çак ăмăртура ултă вĕренекен тата маларах вĕренсе тухнă икĕ çамрăк тупăшнă.

16-17 çулти хĕрсем хушшинче (70 кг ытларах виçе категорийĕнче) вăй виçсе пирĕн шкултан вĕренсе тухнă Вероника Александрова пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Богдан Григорьев 5-мĕш вырăна тухнă. Никита Григорьев тата Ярослав Павлов 6-мĕш вырăн йышăннă. Ыттисен кăтартăвĕсем те 10-мĕш вырăнтан кая пулман.

Вероника Александрова Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышне лекнĕ. Çитес вăхăтра вăл мас-рестлинг енĕпе иртекен Тĕнче чемпионатне хутшăнасса, унтан пысăк çитĕнÿсемпе таврăнасса шанатпăр.

Çакнашкал ăмăртусене Хучел шкулĕн спортсменĕсем çулсеренех хутшăнаççĕ. Иртнĕ çулта вĕсем Екатеринбург хулине çитсе килнĕ, унта виçĕ атлет — В. Александрова, Н. Григорьев тата К. Кириллов бронза медальсене тивĕçнĕ.

Спорта аталантарма пулăшакан тата спортсменсене пур енлĕ хавхалантаракан вырăнти пуçлăхсене тав сăмахĕ каласа хăварас килет.

Виктор ФЕДОРОВ, физкультура учителĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *