Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Сиплĕ çăл куç тапать ялти пусра Ăна типтерлĕхре тытса усра

Сиплĕ çăл куç тапать ялти пусра Ăна типтерлĕхре тытса усра

Тарасасене йĕркене кĕртеççĕ
Ялсенче мĕн ĕлĕкрен пусă, çăл е тараса пулнă. Унтан çынсем урамĕпех шыв ăснă. Çавна май пусăри шыв çĕнелсе тата тасалса пынă. Унăн тути кашнин кăмăлне тивĕçтерме пултарнă. Çуллахи шăрăх кун тулли витрене пусă тĕпĕнчен çавăрса кăларса ăш каниччен ĕçме, пит-куçа çуса уçăлма май килнĕ.
Шыва чылайăшĕ хулари евĕр пÿрте кĕртме тытăннă хыççăн урамри тарасасемпе пусăсен хисепĕ кăштах чакрĕ. Çынсем шыва ĕлĕкхилле çÿ- ременрен çăлсем ăшăхланаççĕ, çÿп-çаппа тулаççĕ е юхăнса питĕрĕнеççĕ.
Асхва ял тăрăхĕнче вара пачах урăхла лару-тăру. Çак кунсенче Асхва ялĕнчи Тĕп урамра вырнаçнă кивĕ тарасана тĕпрен çĕнетнĕ. Капăр сăн кĕртиччен тĕпне анса тасатнă. Халĕ ун патне шыва çÿреме кăна мар, юнашар тăрса сăн ÿкерĕнме те намăс мар. Шывĕ вара чăнласах та тутлă пулнине палăртать вырăнти халăх.
Тарасана вырăнти пуçару мелĕпе йĕркене кĕртме май килнĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Павлов каласа кăтартнă тăрăх, 2022 çулта асăннă программăпа общество вырăнĕсене йĕркене кĕртме вунă проект пăхса хăварнă. Вĕсенчен улттăшĕ — тарасасем тата пĕр çăл. Виçĕ тараса — Асхва, тепĕр виççĕшĕ Вырăскас Пикших ялĕсен урамĕсенче вырнаçнă. Пĕр тарасана юсаса йĕркене кĕртме сметăра 57 пин ытла тенкĕ çирĕплетнĕ, укçан пĕр пайне çынсем пуçтарса панă.
«Вырăнти пуçару программи тăван тăрăха йĕркене кĕртме, ырă шухăш-кăмăла пурнăçлама май паракан чи лайăх мел тесе шутлатăп», — палăртать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
Кивĕ тарасасене вырăнти ал ĕç ăсти Сергей Иванов çĕнетсе пырать. Ултă пусă çĕнетмелли çинчен çÿлерех асăнса хăвартăмăр, вĕсем вара кашниех пĕр-пĕринчен уйрăлса тăрĕç. Асхва ялĕнчи Тĕп урамра вырнаçнă тарасана Тинĕс çар флочĕ кунĕ умĕн хута янă. Çавна май шыва пусă тĕпĕнчен штурвал пек çавăрса кăлармалла, çак шухăша тинĕсре караппа çÿ-ренĕ ĕнерхи моряксем уйрăмах ырласа йышăннă.
Ытти тарасасем çинче бетон хытасса кĕтет ал ĕç ăсти. Вăл хытса пынă май пусăсен çÿлти хатĕрĕсене вырнаçтарса пырать. Çавăн пекех тавралла карта тытса çавăрать. Пĕтĕм ĕçе çурла уйăхĕ вĕçлениччен пурнăçлама шантарать.

Шыв пăрăхне юсанă
Ыррипе лайăххине питех те хăвăрт хăнăхатпăр. Крана ущсан шыв юхни ял çыннин пурнăçне те палăрмаллах çăмăллатать. Ара, шыв ăсма витре йăтса ятарласа пусă патне утмалла мар вĕт. Унăн калăпăшĕ кил-тĕрĕш валли кăна мар, пахча шăвармалăх та пур. Шыв кранран юхма чарăнсан хамăра алăсăр-урасăр тăрса юлнăнах туятпăр.
Пайкилт ялĕнчи Волков урамĕнче те çакнашкал чăрмав сиксе тухас хăрушлăх пулнă. Шыв сечĕсем кивелнĕрен пăрăхсем вырăн-вырăн юхтарнă. Вĕсене йĕркене кĕртес тĕллевпе ял халăхĕ ниме йĕркеленĕ. Ялти депутат Альбина Иванова субботник йĕркелесси çинчен урамра пурăнакансене пĕлтернĕ, килĕнчен чикмекпе витресем илсе тухнă.
Сергей Васильевпа Леонид Николаев трубасен çыхăнăвĕ çийĕн вырнаçтарнă тарасаран юшкăн кăларнă. Руслан Григорьев техникăпа тивĕçтернĕ. Трактор йывăр ĕçсене çăмăллатма пулăшнă. Артем Федоров шăтнă пăрăхсене сварка мелĕпе сапланă.
Юсав ĕçĕсене туслă ял-йыш каç сĕмĕпе вĕçленĕ. Шыв халĕ пăрăхран çĕре сăрхăнмасть, ял çыннисен пурнăçне малалла та çăмăллатса пырать.

Таса çăлта шыв та сиплĕ
Иртен-çÿрен, тен ачасем шыва мĕн кăна пăрахмаççĕ-ши?! Ĕçлесе ĕшĕнсен е шăрăх çанталăкра ăш-чик хыпсан çав пусăран хăйсемех шыв ăсса ĕçесси çинчен шутламаççĕ те вăл вăхăтра.
«Тараса тĕпĕнче мĕн кăна выртман пулĕ: пластик савăт, кирпĕчсем, тимĕр ункăсем, ача-пăча тăхăнакан куçлăх тата ытти те», — тĕлĕнсе каласа парать Мăкăр ялĕнче пурăнакан Анна Николаевна, вăл шăпах унти пусса тасатма хутшăннă.
Çак тараса Мăкăр ялĕнчи клуб çумĕнче вырнаçнă. Ăна тасатса йĕркене кĕртес ĕçе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Алексеев пуçарнă. Пусă ял тăрăхĕн администрацийĕн балансĕ çинче тăмасть, çавăнпа укçи-тенкине ял халăхĕнчен пуçтарма тивнĕ. Çăла тасатма ятарлă бригада чĕнсе илнĕ. Халĕ тарасари шыв тăрă та сиплĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *