Четверг, 25 апреля, 2024
Главная > Публикации > Урамсемпе парксем çуталччăр каçсерен – шикленмĕ чун утсассăн та пĕччен

Урамсемпе парксем çуталччăр каçсерен – шикленмĕ чун утсассăн та пĕччен

«Канаш ен» хаçат Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче ирттерекен социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсне çулсеренех хутшăнать. Пичет кăларăмĕ çак конкурсăн тĕрлĕ номинацийĕнче çĕнтерсе ятарлă страница урлă сире çулталăк çаврăмĕпех интереслĕ те кăсăклă материалсемпе паллаштарса тăрать.

Кăçал «Канаш ен» хаçат асăннă конкурсра каллех çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Хальхинче пичет кăларăмĕн страницисенче «Ниме бюджечĕпе яла хăтлăлатар» темăна туллин уçăмлатăпăр. Çак тĕллевпе район администрацийĕнче тăрăшакан специалистсемпе, ял тăрăхĕ-сен пуçлăхĕсемпе, ял старостисемпе тата пуçару ушкăнĕсемпе тĕл пулса калаçăпăр.

Палăртмалла, кăçал пурнăçа кĕртмелли проектсене пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнчех йышăнса хăварнă пулнă. Пирĕн районта малтанласа çирĕплетнĕ тăрăх, пĕлтерĕшлĕ 67 проекта ĕçе кĕртмелле, вĕсен пĕтĕмĕшле сумми 37 миллион ытла тенкĕпе танлашать. Укçа-тенкĕн пĕр пайне халăх пуçтарса парать.

Вырăнти хастарсен конкурс витĕр тухнă пуçарăвĕ тĕрлĕ енлĕ. Вĕсем ялта пурăнакан кашни çынна тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. Çавна май чылай проекта конкурс комиссийĕ ырласа йышăнса «симĕс çутă» парать.

Ниме бюджечĕн темине уçăмлатнă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтĕр Мускаври финанс форумĕнче Раççей журналисчĕсене панă интервью аса килчĕ. Олег Алексеевич ун чухне вырăнти пуçару мелĕпе юлашки пилĕк çулта Чăваш Енре тĕллевлĕ проектсене икĕ миллиард ытла тенкĕлĕх пурнăçа кĕртнине палăртнăччĕ, çавăн пекех 2021 çул валли хыснара 700 миллион ытла тенкĕ пăхса хăварнине асăнса хăварнăччĕ.

— Пирĕн тĕллев, çакнашкал кашни проекта ырласа йышăнасси. Çынсем вĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе хăйсен укçи-тенкипе сасăлаççĕ. Эппин, вĕсен пĕлтерĕшĕ чăнласах та пысăк. Пурнăçа кĕнĕ объектсем малашлăхра çынсен пурнăçне лайăх енне улăштарасса çирĕп шанатпăр, — палăртнăччĕ Олег Алексеевич интервьюра.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев:
— Пирĕн тĕллев, çакнашкал кашни проекта ырласа йышăнасси. Çынсем вĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе хăйсен укçи-тенкипе сасăлаççĕ. Эппин, вĕсен пĕлтерĕшĕ чăнласах та пысăк. Пурнăçа кĕнĕ объектсем малашлăхра çынсен пурнăçне лайăх енне улăштарасса çирĕп шанатпăр.

Халăх суйласа илнĕ проект- сен пĕлтерĕшĕ вара чăнласах та пысăк. Калăпăр, хăш-пĕр ялта çынсем кĕрлĕ-çурлă урамсене кĕрсе тухаймаççĕ. Çул çуккипе инкек пулнă вырăна çăлавçăсемпе медицина ĕçченĕсем те вăхăтра çитеймеççĕ. Вырăнти пуçару мелĕпе çак çивĕч ыйтăва районти чылай ял-салара татса панă та ĕнтĕ. Ял хастарĕсем пуху йĕркелесе хăйсен пуçарăвĕ-пе вырăнти администрацине тухаççĕ. Унта ятарлă документаци хатĕрлесе халăх ыйтăвне района çитереççĕ. Районти ытти проектсемпе пĕрле çак пуçару Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствине каять. Конкурс комиссийĕ витĕр тухнă хыççăн çулталăк вĕçлениччен ĕçе кĕрет.

Çак мелпе ялта пурăнакансем çăлсене тасатаççĕ, ача-пăча лапамĕсем йĕркелеççĕ, спорт площадкисем уçаççĕ, масар çинче çурт лартаççĕ, вĕсем тавралла карта тытса çавăраççĕ, çырмасемпе юхан шывсем урлă кĕперсем хываççĕ, кÿлĕсене тарăнлатаççĕ, пушар машини валли ятарлă пирс ăсталаççĕ тата ытти те.

Паянхи кăларăмра ниме бюджечĕпе ял урамĕсенчи çутă хатĕрĕсене çĕнетни çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрас килет. Ку проектсем районта шутлă, вĕсене пурнăçа кĕртессипе Сухайкасси ял тăрăхĕ çулсеренех хастар ĕçлесе пырать. Иртнĕ çулта çак тĕллевпе вĕсем 150 ытла пин тенкĕ укçа хута янă, палăртнă суммăн 5 процентне ял халăхĕ пуçтарса панă, 35 процентне ял тăрăхĕн бюджечĕ уйăрнă, нухратăн 60 проценчĕ республикăран килнĕ. Кăçал вырăнти пуçару мелĕпе çутă хатĕрĕсене 400 пин тенкĕлĕх çĕнетесшĕн, халăхран укçана çав йĕркепех пуçтарĕç.

Çĕнĕ светильниксем диод ламписемпе çуталаççĕ. Урамри çутă электролинийĕ çине вăхăт таймерĕсемпе ятарлă счетчиксем вырнаçтарнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Павел Семенов палăртнă тăрăх, светильниксене ялти кашни юпа çинех çакса пыраççĕ. Паянхи кун çĕрлехи вăхăтра Сухайкасси ялĕн урамĕсене пĕтĕмпе 300 ытла светильник çутатать. Вĕсен ĕçне 16 счетчик хаклать. Светильниксем хăш вăхăтра çуталса сÿнесси кашни урамра тĕрлĕрен, вăхăт таймерĕн ĕçне вырăнта пурăнакансемпе килĕшсе татăлса çирĕплетеççĕ.

Танлаштарса пăхма: 2015 çулта Сухайкассинче пĕтĕмпе те 20 светильник пулнă, вĕсен çутипе çулталăк усă курнăшăн вырăнти бюджетран 120 пин тенкĕ тăкак- ланă. Халĕ юпасем çине 300 ытла светильник вырнаçтарнă, бюджетра çак тĕллевпе 60 пин тенкĕ кăна пăхса хăва- раççĕ. Диод ламписемпе усă курни, вĕсене кирлĕ вăхăтра çутса сÿнтерни тата усă курнă электроэнергие счетчик шутлани укçа-тенке икĕ хутчен перекетлеме май панă.

Кăçал урамри çутă хатĕрĕсене халăх ыйтнипе Ямаш салинчи Сергеев тата Вăрман Енĕш ялĕнчи Ленин урамĕсенче те çĕнетме палăртаççĕ. Проекта Шупашкарта комисси ырласа йышăннă. Эппин, республика тăкаксен 60 процентне хăй çине илĕ. Вырăнта пурăнакансем çак тĕллевпе хăйсен енчен укçа пуçтарма тытăннă та ĕнтĕ. Çанталăк ăшăтсан çутă хатĕрĕсене юсаса çĕнетме тытăнĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *