Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çĕнĕ спорт комплексĕ футболистсене пуçтарнă

Çĕнĕ спорт комплексĕ футболистсене пуçтарнă

Вырсарникун Атнаш ялĕнчи çĕнĕ спорт комплексĕнче пĕрремĕш мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Унта районти чи вăйлă командăсем пуçтарăннă. Турнира педагогика ĕçĕн тава тивĕçлĕ ветеранне Вячеслав Михайлович Касьянова халалласа йĕркеленĕ.

Спорт мероприятине Атнаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Антон Мартынов уçнă, çĕнĕ турнир пуçланнă ятпа пурне те саламланă, футболистсене лайăх çитĕнÿсем тума ăнăçу суннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунă спортсменсене тав тунă, çитес вăхăтра çакнашкал хăтлă спорт комплексĕсем ытти ял тăрăхĕсенче те пуласса пĕлтернĕ.

Вячеслав Касьянов сăмах илнĕ май футболпа епле туслашни çинчен каласа кăтартнă. «1970 çулта çамрăксенчен чăмăртаннă ушкăн йышĕнче Атнаш ялĕн пĕрлештернĕ командине хирĕç тухрăмăр. Ун чухне эпĕ 14 çулта пулнă, 8-мĕш класра вĕренеттĕм. Матча 3:2 счетпа выляса илтĕмĕр. Унтан Атнаш ялĕн команди йышĕнче чылай çул футболла вылярăм. Республикăри чылай командăна çĕнтерсе республика шайне те çитнĕ эпир. Киров ячĕллĕ ЯХПК ертÿçи Николай Андреев сĕннипе «Кировец» футбол команди йĕркелерĕмĕр, унта Атнаш тата Энтрияль ялĕсен çамрăкĕсем вылятчĕç. Çак ушкăна 25 çул ытла ертсе пытăм, футболистсем кашни ăмăртурах пысăк çитĕнÿпе палăратчĕç».

Турнира çичĕ команда хутшăннă. Жеребьевка хыççăн вĕсем икĕ ушкăна пайланнă. Тĕлĕнмелле хитре вăйă тата техника кăтартнă футболистсем. Атнашпа Вăтакас Татмăш ялĕсен ушкăнĕсем çурма финала тухайман.

Карăклă футболисчĕсене çĕнтерсе финала энтрияльсем тухнă, унта çавăн пекех асхвасене парăнтарса Шуркасси команди те лекнĕ. Виççĕмĕш вырăншăн пыракан тупăшура карăклăсем çĕнтернĕ. Финала тухнă Шуркассипе Энтрияль командисем пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайланнă. Чемпиона куçса çÿрекен кубок панă, футболист-çĕнтерÿçĕсене медаль тата грамота парса чысланă.

Вячеслав КАСЬЯНОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *