Вторник, 23 апреля, 2024
Главная > Публикации > АПК ветеранĕсем канашланă

АПК ветеранĕсем канашланă

Нумаях пулмасть районти агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов хутшăннă.

Сергей Николаевич ял хуçалăхĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă хастарсене çирĕп сывлăх тата вăрăм кун-çул суннă, Канашри муниципаллă округ çĕнĕ ăнлава тата унăн малашлăх çул-йĕрне уçăмлатнă. Администрацин АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Сергей Васильев выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.

Районти АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕ Валерий Долгов çитĕнтернĕ тухăçа уй-хиртен пуçтарса кĕртес ĕç епле пулса пыни çинчен кĕскен каласа кăтартнă, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши, çавăн пекех техника культурисене пухса илнĕ, çитес вăхăтра комбайнсем хĕвел çаврăнăш уйĕсене тухĕç.

Лару вăхăтĕнче районти агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен йышне виçĕ хастара илнĕ, çак хисепе Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче пурăнакан сад ăсти Николай Семенов, Ольга Егорова (Катек) тата Нина Платонова (Çĕнĕ Ачча) тивĕçнĕ.

Канашлу вăхăтĕнче çитес çул ветерансен юбилейĕсене паллă тума хатĕрленекен списока пăхса тухнă, хăйсен ĕçĕнче пысăк хастарлăхпа палăрнă ĕçтешсен çурчĕ çине хисеп хăмисем çакас ĕçе малалла тăсассине палăртнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *