Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Куравран çитĕнÿсемпе таврăннă

Куравран çитĕнÿсемпе таврăннă

Чăваш Ен хамăр çĕршывра ял хуçалăх проекчĕсене аталантаракан чи лайăх территорисенчен пĕри шутланать.

Республикăри аграрисем йăлана кĕнĕ пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне — 2022» агропромышленность куравĕнчен ял пурнăçне ăнăçлă лайăхлатса пынăшăн медальсемпе тата тав çырăвĕсемпе таврăннă. Ентешсем Мускавра иртнĕ куравра 50 медаль çĕнсе илнĕ.

Фермер хуçалăхĕсем, ял хуçалăх кооперативĕсем, аш-какай комбиначĕсем тата çăкăр пĕçерекен заводсем, районсен администрацийĕсем сумлă наградăсене тивĕçнĕ.

50 медальтен 41-шĕ ылтăн наградăсем пулни пушшех те мăнаçлантарать. Куравра Ухман ял тăрăхĕ «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарса пырас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн» конкурсра «бронза» медале тивĕç пулнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *