Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Çамрăксем форума хутшăннă

Çамрăксем форума хутшăннă

Чăваш Республикинче «Молгородăн» 13-мĕш форумĕ пуçланнă. Вăл Атăлçи федераци округĕнчи 500 ытла пултаруллă çамрăка Муркаш районĕнчи «Солнышко» ача-пăча кану лагерĕнче хăйсен пултарулăхĕсене кăтартма пуçтарнă.

Форумăн вĕренÿ программи çичĕ площадкăра йĕркеленнĕ: «Бизнеспа предпринимательство», «Патшалăхăн çамрăксен политики», «Ĕçлекен çамрăксем», «Шкулти хăй тытăмлăх», «Туризмпа экологи», «Культурăпа пултарулăх».

Мероприятие хутшăнакансем паллă çынсемпе тĕл пулнă, тавра курăма аталантаракан мастер-классене хутшăннă.

Пирĕн районтан форумра Артур Андреев (Вăтакас Кипеч шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ), Мария Владимирова (директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен муниципалитет кураторĕ), Максим Александров (Ăвăспÿрт Кипеч шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ), Наталия Комиссарова (район администрацийĕн физкультурăпа спорт секторĕн тĕп эксперт специалисчĕ) тата Вăтакас Кипеч шкулĕнче вĕренекенсем Ксения Александровăпа Виталий Спиридонов хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code