Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çуртсен картишĕсене хăтлăлатаççĕ

Çуртсен картишĕсене хăтлăлатаççĕ

Шăхасан салинчи Ял хуçалăх техникин урамĕнче вырнаçнă çуртсен картишĕсемпе таврари лаптăка хăтлăлатаççĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕçсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă хушăвĕпе килĕшÿллĕн туса пыраççĕ.

Çурт картишĕсене йĕркене кĕртессипе «Транспортник» тулли мар яваплă пĕрлĕх ĕçченĕсем тимлеççĕ. Подрядлă организаципе ултă миллион ытла тенкĕлĕх муниципаллă контракт килĕшĕвĕ тунă.

Хальхи вăхăтра рабочисем çулăн кивĕ сийне илеççĕ, часах тротуар йĕркелеме тата çĕнĕ асфальт сарма тытăнĕç. Çавăн пекех урамра çутă хатĕрĕсем те вырнаçтарса тухĕç. Палăртнă ĕçсем мĕнле пурнăçланса пынине çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн ертÿçи Екатерина Филиппова паллашнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *