Четверг, 25 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ĕç ветеранĕ — ялта хисепре

Ĕç ветеранĕ — ялта хисепре

Николай Стекольщиков 1942 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралнă. Вырсарникун Ĕç ветеранĕ 80 çулхи юбилейне паллă тăвĕ.

1957 çулта Николай Алексеевич Шаккăл шкулĕнче çичĕ класс пĕтернĕ. 1958 çулта Кемерево облаçĕнчи Прокопьевск хулинче шахтăра ĕçлекен машинистсен ăсталăхне алла илнĕ. Унтан асăннă хулари Сталин ячĕллĕ «Коксовая – I» шахтăра вăй хума пуçланă.

1962 çулта йĕкĕтĕн салтака кайма ят тухнă. Служба Иркутск облаçĕнчи Усть-Кут хулинче иртнĕ. Хĕсметре пулнă тапхăрта салтак каçхи шкула та çÿренĕ, 8-мĕш тата 9-мĕш класс программине вĕреннĕ. 1965 çулта Тăван çĕршыв умĕнчи сăваплă тивĕçе пурнăçласа Чăваш Ене таврăннă.

1966-1967 çулсенче Канаш хулинчи 1-мĕш профтехучилищĕ- ре пĕлĕвне аталантарнă. «Водоканалăн» 2-мĕш çĕклемĕнче электромонтерта ĕçленĕ. Асăннă предприятин комплекслă бригадине те ертсе пынă.

1975 çулта Шаккăл шкулĕн-чи каçхи курссене çÿресе вăтам пĕлÿ илнĕ. Çав çулах Вăрнарти ял хуçалăх техникумне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ, зоотехник пулма вĕреннĕ. 1976 çулта «Советская Чувашия» хуçалăхăн сĕт-çу фермине инженер пулса вырнаçнă. Хуçалăхри фермăсене ертсе пынă, тĕп зоотехник тивĕçĕсене пурнăçланă, энергетика инженерĕ пулнă. 1980-1985 çулсенче Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ.

1990 çулта Николай Стекольщикова Шаккăл ял советне ертсе пыма шаннă. Тепĕр çултан «Аниш» хуçалăхăн председателĕн çумĕ пулма çирĕплетнĕ. Николай Алексеевич хăйне шаннă пур ĕçе те яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă. 2002 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче тивĕçлĕ канăва тухнă.

Ĕçри хастарлăхĕшĕн ăна республикăпа район шайĕнчи наградăсемпе тата уйрăмлăх паллисемпе пĕрре çеç мар чысланă. Ĕç ветеранĕ ялта халĕ те хисепре. Кÿршисемпе килĕштерсе пурăнать. Николай Стекольщикова çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул тата иксĕлми телей сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *