Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Хăнасем паха опытпа паллашнă

Хăнасем паха опытпа паллашнă

Çак кунсенче пирĕн района Карели республикинчен хăнасем килсе кайнă. Муниципаллă пĕрлешÿсен пуçлăхĕсенчен йĕркеленĕ делегацие асăннă республикăн наци тата регион политикин министрĕн çумĕ Григорий Фадеев ертсе пынă. Çул çÿреве тухнă пуçлăхсем районăн паха опычĕпе паллашнă, вырăнти ĕçтешсен мал ĕмĕтлĕ проекчĕсене ăша хывнă, хăйсен патĕнче ĕçе кĕртессине сÿтсе явнă.

Хăнасене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ — шалти политика управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, «Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕ» ассоциацийĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов кĕтсе илнĕ.

Ĕçлĕ делегаци чи малтан Шелттемри «Мелилотус» кооператива çитсе курнă, унта вĕсем пыл, тĕрлĕ шыв, квас тата чей тултаракан линисемпе паллашнă. Сухайкасси ял тăрăхĕнче вырăнти хăй тытăмлăх ĕçне пысăка хурса хакланă.

Çакна тума сăлтавĕ те пур. Сухайкасси ял тăрăхĕ Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурсра «Хула хуçалăхне цифра технологийĕсем кĕртес» номинацире виççĕмĕш вырăн йышăннă. Палăртса хăвармалла, ял тăрăхĕ Павел Семенов пуçлăх ертсе пынипе асăннă конкурсра виççĕмĕш çул çĕнтерÿçĕ ята тивĕçет. Çак ăмăртăва йăлана кĕнĕ йĕркепе хула округĕсемпе ял тăрăхĕсен хушшинче йĕркелеççĕ, хальхинче унта муниципаллă округсем те хутшăннă. Виççĕмĕш вырăншăн сухайкассисене 6 миллион та 300 пин тенкĕ парса хавхалантарĕç. Çак хăйне евĕрлĕ преми укçине ял тăрăхне хăтлăлатас ĕçре усă курĕç. Конкурсăн палăртнă номинацийĕнче 41 регионтан килнĕ 101 заявкăна пăхса тухнă пулнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code