Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Алена Димитриева кăмăл тăвакансене çыхма вĕрентет

Алена Димитриева кăмăл тăвакансене çыхма вĕрентет

— Эпĕ Вăтапуçĕнче çуралса ÿснĕ, Кайăкяль каччипе çемье çавăрнă та, унтах пурăнатпăр, — терĕ мана ку тăрăхри паллă ал ĕç ăсти Алена Димитриева. — Пирĕн икĕ ача, хĕрпе ывăл. Ывăл контрактпа Раççей çарĕнче хĕсметре тăрать. Вăл халĕ Украинăра, шăнкăравлать, çыру çырать. Хĕр качча кайнă, вĕсен виçĕ хĕрача.

— Алена, эсир питĕ пултаруллă ал ĕç ăсти теççĕ, чăнах та им?

— Пушă вăхăтсенче эпĕ нихăçан та ĕçсĕр лармастăп. Çыхма питĕ юрататăп. Ман анне чăлха-нуски, тапочки çыхатчĕ, каярахпа хам та çак ĕçе хăнăхрăм. Пĕр вăхăт хушши сутуçăра тăрăшрăм. Ун чухне клубра ĕçлекен çын çукчĕ те, мана клуб заведующине лартрĕç. Тĕрлĕрен кружоксем йĕркелерĕмĕр, драма кружокĕ те пурччĕ, спектакльсем лартаттăмăр. Хам мĕн пĕлнине çынсене те вĕрентес килнипе ал ĕç ăстисен кружокне йĕркелерĕмĕр. Малтан унта 3-4 хĕрарăм кăна çÿретчĕ, каярахпа йышлăн çÿреме пуçларĕç. Ача шкулта вĕреннĕ чухне вĕсене выставка валли тĕрлĕрен тетте çыхма задани панăччĕ. Эпир качака кĕлеткине суйласа илтĕмĕр. Пысăк тетте çыхма шиклентĕмĕр, пĕчĕк- реххи питĕ вырăнлă пулчĕ. Кайран ачапа иксĕмĕр упăте кĕлетки çыхрăмăр, вăл районти конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Тăрсан-тăрсан ял библиотекинче хамăн выставкăна йĕркелерĕмĕр.

— Экспонат чылай пулчĕ-и?

— Эпĕ Хĕвел тухăç календарĕнчи 12 чĕр чун кĕлеткине çыхнăччĕ. Куракансене питĕ килĕшнĕччĕ. Эпĕ каçхине вунă-вун пĕр сехетчен ларатăп. Упăшка мана: «Мĕн асапланса ларатăн, — тет, — вырт çывăрма!» Ман пуçланă ĕçе хăвăртрах вĕçлесе ăна курас килет вĕт-ха!

— Алена, çыхнисĕр пуçне тĕрĕ тĕрлеместĕр-и?

— Çук, тĕрлемен. Çыхма спицăпа та, крючокпа та çыхатăп. Крючокпа çыхма меллĕрех, хăвăртрах пулать.

Питравра, Иленре тĕрленĕ чăваш кĕписене тăхăнса сиплĕ шывлă купель çывăхне пухăнатпăр, юрлатпăр, ташлатпăр, ял халăхне савăнтаратпăр.

Вăтапуçĕнче, Çатăрка Çырминче, Кайăкялĕнче пурăнакансем кашни çулах ака туйне пухăнаççĕ. Паллах, унта эпир те, ял хорне çÿрекенсем, хамăрăн пултарулăха кăтартатпăр.

— Кайăкялĕнче пурăнакансем хăйсен ял уявĕсене ирттермеççĕ-и?

— Кăçал Питрав кунне питĕ савăнăçлă ирттертĕмĕр. Малтан уяв ирттермелли вырăна çулса тасатрăмăр, каçпа пурте пĕрле уява пухăнтăмăр. Ялти хисеплĕ ватăсене те чĕнтĕмĕр.

— Сирĕн ялта та сăваплă çăл куçĕ çине питĕ чаплă купель туса лартнă. Унта шыва кĕме çÿреместĕр-и?

— Ĕмĕртен пыракан йăлапа кăшарни уявĕнче хĕрарăмсем, пĕрле пухăнса, ÿт-пĕве, кăмăл-туйăма тасатма шыва кĕме пухăнатпăр.

— Шартлама сивĕре пĕрре хăрамасăрах шыва кĕретĕр-и?

— Унта мĕн тĕлĕнмелли пур. Малтан анчах кăшт шиклентерет. Пĕрре хăнăхсан сивĕ шывра çăвăнса тухнинчен ырри нимĕн те çук пек туйăнать. Хăвна хăв çамрăкланнă пекех туятăн. Çемйипе — ачи-пăчипе пĕрле çÿрекенсем те пур Кайăкялĕнче. Сăмахран, Алексеевсем, Тарасовсем, Ивановсем, Никифоровсем тата хамăр та çÿретпĕр. Упăшкан тăванĕсем нумай, пĕрле çÿреме питĕ хаваслă.

— Елена Владимировнăпа эпир питĕ туслă ĕçлесе пурăнатпăр, — тет Вăтапуçĕнчи вулавăш ертÿçи Юрий Никитин. — Пирĕн клуб ертÿçисем час-часах улшăнса тăраççĕ. Мĕншĕн тесен умра тăракан ĕçсем нумай, вĕсене пурнăçлама питĕ тăкаклă. Сăмахран, ялта уяв ирттерме пĕтĕмпех килтен илсе килме тивет. Уявсем ирттерме пулăшакан пуçаруллă та хастар çынсене чĕререн тав тăвас килет. Пулăшакансем пулмасан пĕччен çын нимĕн те туса çитереймест. Çавăнпа калаççĕ вĕт «пĕрлĕхре — вăй!», — тесе.

Елена Владимировна каларĕ-ха çыхма юрататăп тесе. Пирĕн вулавăшра та ку темăпа литература нумай. Анчах тĕрлĕ терминсене, ÿкерчĕксене кашниех ăнланаймасть. Елена Владимировна вара, хăй çав иероглифсене вĕренсе, ал ĕçне вĕренме çÿрекен хĕрарăмсене те вĕсене ăнланма хăнăхтарчĕ.

— Малтан, чăнах та, йывăрччĕ вĕрентме. Каçпа киле шăнкăравлатчĕç: «Алена, çав тĕрре мĕнле тумалла;» — тетчĕç. «Çапла-çапла тумалла», — тесе ăнлантараттăм. «Пĕрех ăнланмастпăр, сирĕн пата киле пыратпăр»,- тетчĕç. Çапла, майĕпен-майĕпен хăнăхса пытăмăр.

— Клуба час-час пухăнатăр-и?

— Çулла пухăнман. Октябрьтен пуçласа мартчен пухăнма тытăнатпăр. Тĕл пулсан калаçмалли, сÿтсе явмалли нумай.

— Алена, çыхнă япаласене ăçта усратăр?

— Упăшка пÿртре стена çумне сентресем туса панă та, унта вĕсене йĕркипе лартса тухнă. Килекен çынсем тĕлĕннипе аллисене шарт! çапаççĕ. Килте лайăх, йĕркеллĕ пурăнма тесе хама валли Хĕрт-сурт çыхрăм. Ури çине тăратсан хама пилĕк таран пулать. «Кузя» — «Куçма» тесе чĕнетĕп. Икĕ çулхи мăнукăм Куçмапа питĕ туслашрĕ. Ытти пысăк пуканесенчен шикленетчĕ пулсан, ку сухаллă, лапсăркка çÿçлĕ (хам курсан хам хăрамалла!) Хĕрт-сурта хăйĕнпе пĕрле йăтса çÿрет. Çăпатине те çипренех çыхрăм.

Хĕрача калать: «Анне, эсĕ çак хăвăн пуканÿсемпе мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ тăкак- латăн!» — тет. «Çыхмасан, хĕллехи кунсене ман епле ирттерес-ха», — тетĕп. Çуралнă кунсенче парнелеме те тĕрлĕрен япала çыхатăп.

_ Алена, обществăлла ĕçе хутшăннисĕр пуçне, килте те тумалли ĕç сахал мар пулĕ.

— Мĕн тăвас тетĕн, пур ĕçе те ĕлкĕрмелле. Ман ĕмĕт пур: çыхма йывăр япаласем ăсталас килет, сăмахран, салфеткăсем çыхасшăн. Вĕтĕ шăрçапа тăвас килет. Куçа операци тунă та, халлĕхе йывăр ĕçсем тума тăхтас тетĕп.

— Алена, çыхма вĕренес текенсене мĕн калас килет?

— Чылай хĕрарăмран çапла каланине илтме пулать: «Сирĕн пата клуба ларма питĕ пырас килет, анчах çыхма пĕлменни пĕтерет». «Эпир те малтан çыхма пĕлмен, кунта килĕр, сире кунта ку ĕçе хăнăхтаратпăр»,- тетĕп. Чăнах та, килĕр, хапăл тусах кĕтсе илетпĕр!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code