Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Машин пичкин виçи вĕçĕ-хĕррисĕр мар

Машин пичкин виçи вĕçĕ-хĕррисĕр мар

Ăна шыв тултарма майсем туса парар!

Пушар хăрушсăрлăхне ялсенче мĕн ĕлĕкрен пысăк тимлĕх уйăрнă. Ара, камăн та пулин хуçалăхĕнче инкек тухас пулсан çынсем кассипех çунса кайни пĕрре кăна мар пулнă. Çавăнпа вут-кăвара хирĕç кĕрешмелли йĕркесене кашни ялта тенĕ пекех çирĕп пăхăннă, çÿллĕ вырăнта пушар каланчисем вырнаçтарнă, çырмасене пĕвелесе шыв управĕсем тунă, дежурство йĕркеленĕ тата ытти те.

Хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче сулăм укçипе пушар машини те тытса тăраççĕ. Унпа инкек пулнă вырăна кĕске вăхăтра çитме, çулăм чĕлхи ытти хуралтăсемпе кÿршĕсен хуçалăхĕ çине сиксе ÿкес-рен хÿтĕлеме усă кураççĕ. Пушар вăйлах алхасса тухас пулсассăн хуларан хăватлă техника килсе çитиччен вырăнти автоцистерна вăйĕпе инкеке чарса тăраççĕ, кун пек чухне кашни минут хаклă.

Пушар машинин пичкинчи шыв вĕçĕ-хĕррисĕр мар, паллах, вăл чи хĕрÿ тапхăрта пĕтсе ларни, унпа кĕске вăхăтра тивĕçтерме май килменни инкеке çĕнĕрен вăй илме май парать. Çавăнпа ялсенче пушар машини шыв тултарма пултаракан ятарлă вырăнсемпе пичкесем пулмалла.

Ачча ял тăрăхĕнче ку енĕпе кăçал уйрăмах пысăк ĕç туса ирттернĕ. Вырăнти пуçару программине хутшăнса Ачча тата Кушăк ялĕсенче çĕр айне пысăк шыв пичкисем чавса вырнаçтарнă, Йăлмачча тата Катек ялĕсенче пĕвесене тарăнлатнă, Çĕнĕ Аччара пушар машинине шыв пырса тултарма меллĕ пултăр тесе ятарлă пирс йĕркеленĕ.

Сăмах май, Ачча тăрăхĕнчи ялсене пушар хăрушсăрлăхĕпе вырăнти депо тивĕçтерсе тăрать. Унта икĕ автомашина, пушар хуралĕн ĕçченĕсем сменăпа дежурство тăраççĕ. Çăлавçăсем, шăнкăрав килсен, пулăшупа таврари ытти ял тăрăхĕсене те çитсе килеççĕ.

Артемий МЯСНИКОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code