Суббота, 14 декабря, 2024
Главная > Публикации > Пайкилт несĕлĕсем ăçта пурăннă

Пайкилт несĕлĕсем ăçта пурăннă

Паянхи калав Пайкилт ялĕ çинчен пулĕ. Халĕ ку ял Пайкилт ял тăрăхĕнчи тĕп ял шутланать.

«Спутник» тесен кашни пĕлнĕ

2022 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Канаш ен» хаçатра «Çĕнĕ Мами ялĕ – 260 çулта» статья пичетленсе тухнăччĕ. Унта Канашран Çĕнĕ Мамине автобуспа е машинпа мĕнле çулпа çитмеллине ăнлантарса панăччĕ. Пайкилте те çав çулпах каймалла. Çĕнĕ Мамирен тепĕр виç çĕр метр иртсен сылтăм енне пăрăнмалла. Вара тÿрех  Пайкилте çитетĕн.

Пайкилт, çав тăрăхра «Спутник» пионер лагерĕ выр- наçнăран, питĕ паллă вырăн пулнă. Эпĕ ас тăвасса, 1970 çулсенче, çуллахи вăхăтра унта манăн аппамсем те каннăччĕ. Вăл вăхăтра вĕсене унта  аттепе анне Ямашран тÿртен уй урлă лашапа кайса леçнĕччĕ. Пĕр çулхине мана та пĕрле илсе кайнăччĕ. Ямашран Пайкилте тÿртен уй урлă тухсассăн 11 çухрăм патнелле каймалла. Ялĕ патне çитес умĕн Кĕçĕн Çавал урлă каçмалла пулать.

Чăваш энциклопедийĕн- че çак ялта 1782 çулта 40 арçын пурăннă тенине тупса вулама май килчĕ. Ял пирки урăх нимĕн те тупса вулама май килмерĕ. Архиври хутсем тăрăх, Пайкилт ялне ватă е çамрăк тесе калама çук. Анчах та çĕнĕ ял никĕслениччен çак вырăнта ĕлĕкех Етĕрне уесĕн-чи Чăваш Сурăм вулăсне кĕрекен Кивĕ Сурăм ялĕ пулнă.

Пайкилтсем Сурăм ялĕ  вырăнне килнĕ

1640 çулсенче Кăвакал юхан шывĕ çинче ларакан Сурăм ялĕн çыннисем килĕсене хупса, аслашшĕсен çĕрĕсене пăрахса каялла Сурăм вулăсне пурăнма куçса кайнă. Çакăн сăлтавĕ паллă мар. Вĕсен вырăнне тÿрех Пайкилт ялĕн çыннисем йышăннă. Вырăсла «Байгильдино, что на Кувагале Цивильского уезда» ятлă ял пĕрремĕш хут 1649 çулта палăрнă. Çав çулсенче ялта чăвашсем пурăннă: Сулейман Тенисеев, Ярма Кушаев, Таут Тарин, Чюраш Итебеев, Бораш Итилбеев.

Архиври хутсем Кăвакал хĕрринче ларакан Пайкилт ялĕ ăçтан куçса килнине тÿ-рех уçăмлатмарĕç. Малалла тĕпчесессĕн çакна пĕлме май килчĕ. Кăвакал хĕрринче ларакан Пайкилт ялĕ Çĕрпÿ уесĕн- чи Иккĕмĕш Тугай  вулăсĕнче шутланса тăнă. Унăн тĕп ялĕ те Пайкилтех пулнă. Мĕншĕн тесен 18-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ирттернĕ çыравра Пайкилт ялĕ хыççăн тÿрех унăн выççăлкки пирки вырăсла çапла çырни пур: «той же деревни Байгильдины, которые перешед живут на Хирпосях». Çак сăмахсем Хирти Пайкилт Çĕрпÿ уесĕнчи Пайкилт ялĕнчен тухнине пĕлтереççĕ.

Вырăссен патши Алексей Михайлович влаçра пулнă вăхăтра, 1670-1671 çулсенче, халăх пăлханма пуçланă. Вĕсене касаксен атаманĕ Степан Разин ертсе пынă. Вăл вăхăтра Пайкилт ялĕнче пурăнакансем те ытти чăвашсемпе пĕрле патша тарçисене хирĕç тăнă. Ун пирки кĕскен Ахпÿрт ял историйĕ çинче çырнăччĕ. Нумай халăх хирĕç тăнă пулин те вăйлă ертÿçĕ тата лайăх хĕç-пăшал пулманран 1671 çулхи январь варринче вырăс патшин çарĕсем хура халăха хаяррăн пусарнă. Çакăн хыççăн вĕсене вырăс патшине парăнатпăр тесе тепĕр хут тупа тутарнă. Унтан список туса çакăн çинчен вырăс патшине пĕлтернĕ. Çав список- ра Çĕрпÿ уесĕнчи Урасмамет Янчюрин  çĕр пÿрт хуçин ялĕсем те пур. Вĕсен шутĕн-че Пайкилт ялĕ те курăнать. Вĕсемсĕр пуçне çав çĕр пÿрт шутне тата 12 ял кĕнĕ. 1670 çулсем  вĕçнелле  Урасмамет Янчюрин  ячĕпе  пулнă  çĕр  пÿрт вырăнне малтан Тугай, ун хыççăн çын тата ял шучĕ-сем ÿссен,  Иккĕмĕш Тугай  вулăсне уçнă.

1707 çулта Хирти Пайкилт ялĕнче 7 кил шутланса тăнă, 12 арçын, 10 хĕрарăм пурăннă. Иккĕмĕш ревизи тăрăх 1747 çулта 44 çын пурăннă, тĕне кĕнĕ пĕр çын пулнă.

Иккĕмĕш Кĕтерне патша указĕпе уессен воеводин должноçне пĕтерсе уессен тата вулăссен ĕлĕкех пулнă çĕр лаптăкĕсене улăштарнă. Çакăн хыççăн Çĕрпÿ уесĕнче Пĕрремĕш Татмăш ятлă вулăс уçнă. Хирти Пайкилт ялне çав вулăса кĕртнĕ. 1780 çулта  унта 40 çын пурăннă.

1740 çулсенче вырăс патшалăхĕ чăвашсене вăйпа тĕне кĕртме хушнă. 1740 çулсем вĕçнелле вырăс патшине чăвашсене тĕне кĕртсе пĕтернине пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн чиркÿсем хăпартма хушнă. Çĕрпÿ уесĕнче Пайкилт ялĕнче «Воздвижение Креста Господня» ятлă чиркĕве 1755 çулта туса лартнă. Тата Иккĕмĕш Кĕтерне патша указĕ-пе çĕр ĕçĕсемпе ĕçлени усăллăрах пултăр тесе улшăнусем тума тăрăшнă. Улшăнусем кÿнĕ усă паллă мар. Анчах та ватă ялсем самаях вакланнă. Сăмахран, 19-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Пайкилт салин вунă выççăлкки палăрнă. Мĕн ĕлĕкрен пулнă Пайкилт ячĕ пĕчĕккĕн манăçа тухнă. Çĕрпÿ уесĕн 1912 çулхи картти çинче Пайкилт салин ячĕ пур пулсан та унăн çумне çĕнĕ ятне Шинер сăмах тĕксе çырса хăварнă. Халĕ Шинер сали Çĕрпÿ уесне кĕрет.

Пайкилт сăмах мĕне пĕлтерет-ши; Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкассинчи вăтам шкулта истори предметне вĕрентекен А.П. Смирнов учитель Н.И. Ашмаринпа В.Д. Димитриев ĕçĕсене шута илсе 2011 çулта «Байгильдинская Крестовоздвиженская церковь» ятлă кĕнеке кăларнă. Авторне тĕрĕслекенсем Л.А. Таймасов, В.В. Сапожников тата ыттисем пулнă. Унта Пайкилт сăмах мĕне пĕлтернине  çапла çырнă: «Название деревни произошло от язычного имени Пайхилтă». Тата малалла Нĕрĕш Катекре пурăнакан Г.Т. Терентьевăн  шухăшне анлăлатса вырăсла çапла тăсать: «Давным-давно сильный и крепкий охотник-чуваш по имени Пайхилтă ?Байгилĕт/ со своей большой семьей поднимался вверх по реке Аниш в поисках свободного места для того, чтобы найти свободную, никем не занятую землю в дремучем лесу и основать там себе жилище…».

Çамрăк ăру йăла-йĕркене пăхăнать

Пирĕн ватă асаттесемпе ватă кукаçисене язычниксем пулнă тесе калани питĕ килĕш-мест. Тепĕр майлă вăл ваттисен пурнăçне хисеплеменнине кăтартать. Мĕншĕн тесен эпир вĕсен çамрăк ăрăвĕ пулатпăр. Вĕсем йĕркелесе хăварнă пурнăçа малалла аталантарса пыма тăрăшатпăр. Сăмахран, акатуй, туй, мăнкун тата  ытти уявсене пирĕн ваттисем чă-ваш халăхне тĕне кĕртичченех ирттернĕ. Патша вăхăтĕнче ку уявсене чăваш халăх йĕркипе ирттернине пачăшкăсем курсассăн пуçлăхĕсем патне тÿ-рех çăхавсем çырса пĕлтернĕ, вĕсене чарма тăрăшнă. Анчах та мĕн ĕлĕкрен тытса пынă йăла-йĕркене çамрăк ăрусем пĕтерме паман. Халĕ вара ку праçник анлăшĕ питех те сарлака.

2022 çулхи юпа уйăхĕн  7-мĕшĕнче «Канаш ен» хаçат-ра эпĕ çырнă «Кивĕ тата Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕсем миçе çулта» статья кун çути курчĕ. Унта Ахпÿрт сăмах мĕне пĕлтернине ăнлантарса панăччĕ. Вырăсларах çырнă Ахпердин çын ячĕ. Паянхи калав Байгильдино çинчен. Вырăсларах çырнă Байгильдин та çын ячех пулать. Çак сăмахсем иккĕшĕ те «дин» сыпăкпа пĕтеççĕ. Унта «Дин» сыпăк пирки çапла çырнă. «Дин» сыпăк арап е мăхамет енчен килнĕ сăмах. Сăмахран, арапсен юмахри Алладин, Нас- реддин ятсене пурте илтнĕ пулĕ. Тата ман юлташ азербайджанец Салладин пур. Сан яту мĕне пĕлтерет тесе ыйтрăм. Вара вăл Салладин ят мĕне пĕлтернине пĕлмес терĕ. Çак ятсем те «дин» сыпăкпа пĕтеççĕ. «Дин» сыпăк арапсен хушшинче философ енĕпе шутласа кăларнă сăмах пулать. Вырăсла «суждение и обычай с привязкой к религии», тепĕр енчен вара «несет в себе такое понятие как «некого образа жизни, с которым должен был согласиться новорожденный в своей взрослой жизни».

Ял ячĕн пĕлтерĕшĕ

Вырăсларах çырнă «Бай» чăваш «Пай» сăмахĕнчен тухнă сыпăк. «Пай» сыпăка вырăсла куçарсан «доля», «удел», «часть чего-то» сăмахсем пулаççĕ. Вырăсларах çырнă «гиль» сыпăкĕ те  чăваш «кил» сăмахран тухнă. «Кил» сыпăкĕ вырăсла «дом» или «двор» е «иди» тенине пĕлтерет. Пи- рĕншĕн «кил» вырăсла «дом» е «двор» кирлĕрех сăмахсем пулаççĕ. Вырăсларах çырнă Байгильдин ята  чăвашларах Пайкилдин тесе вуламалла. Çемьере унччен ывăл ачасем пулнă пулмалла. Çавăнпа та тепĕр ывăл çуралсассăн ашшĕпе-амăшĕ, йăхри ваттисем çавăн пек ят парса, çавна каласшăн пулнă.

_ Ывăлăм ÿссе çитĕнсен чăваш халăх йăли-йĕрки çинчен ан манса кай. Авланнă хыççăн тĕп килтен вăхăтра килĕшÿллĕ уйрăлса тухма тата çĕнĕ вырăнта çĕнĕ йăва çавăрма турри пулăшсах тăтăр.

Кĕскен калас пулсан, çемьере тепĕр ывăл çурални çакна пĕлтерет: _ «Паян кил пайĕ çуралнă». Чăвашла çырнă сăмахсене вырăсла çапла ăнланмалла: _ «Сын, родившийся для витья нового гнезда». 

Чăваш халăхĕ 300 çул ытла малтан Ылтăн Урта, ун хыççăн Хусан патшалăхĕсен шутĕнче шутланса тăнă. Çак патшалăхсен тĕнĕ ислам пулнă. Çавăнпа та хăш-пĕр паллă арап сăмахĕсем чăваш  сăмахĕсен шутне кĕрсе юлнă.

Канаш енри Пайкилт ялĕн ĕлĕкхи историйĕ çавнашкал пулса тухрĕ.

Александр Стеклов, «Сказание о чувашах» трилоги авторĕ.

Кристина СЕМЕНОВА сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *