Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Кăтартусене çулсерен лайăхлатса пыраççĕ

Кăтартусене çулсерен лайăхлатса пыраççĕ

Кĕçнерникун, юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансемпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Агропромышленность комплексĕнче вăй хуракансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов саламларĕ.

Сергей Николаевич кăтартусемпе малта пыракансене тĕрлĕ ведомство наградисемпе чысланă май тăрăшулăхĕшĕн тав турĕ, аталанупа ăнăçу тата çирĕп сывлăх сунчĕ. Чăваш Енри АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕн çумĕ Валерий Соловьев республикăри ял хуçалăх министрĕн Сергей Артамоновăн салам çырăвне вуласа пачĕ. «Канаш районĕнчи аграри секторĕнче тăрăшакансем кăтартусене çулсерен лайăхлатса пыраççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта канашсем хресчен-фермер хуçалăхĕ- сене аталантарассипе тата уйрăм çынсене ял хуçалăх ĕçне явăçтарассипе мала тухнă. Район апат-çимĕç отраслĕнче те курăмлă çитĕнÿсем тăвать», _ палăртнă Сергей Геннадьевич çырура.

Уявра тăхăр уйăх кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетрĕç. Выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессипе _ Киров ячĕллĕ ЯХПК, тыр-пул çи- тĕнтерессипе «Канаш-Агро» пĕрлĕх чи хастар пулнине палăртса хăварчĕç. Фермерсем хушшинче ку енĕпе Валерий Никоновпа Иван Протасов пысăк çитĕнÿ тунине пĕлтерчĕç.

Районта ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем хушшинче техникăна хĕллехи управа лартассипе ирттернĕ конкурс çĕнтерÿçисене те чысларĕç. Комисси членĕсем ку енĕпе «Пионер» агрофирма ?1-мĕш вырăн/, Киров ячĕллĕ ЯХПК ?2-мĕш вырăн/ тата Никонов фермер ?3-мĕш вырăн/ пысăк ĕç туса ирттернине асăнса хăварчĕç.

Кăтартуллă ĕçлесе пыракан хуçалăхсен ертÿçисене кубоксем парса хавхалантарчĕç.

Артемий МЯСНИКОВ

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code