Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Мухтавлă ентешсене асра тытатпăр

Мухтавлă ентешсене асра тытатпăр

Паллă çынсен çулталăкĕнче пысăк хисепе тивĕçнĕ ентешсен ятне сăвапласси тĕп вырăн йышăнать. Пирĕн районти АПК ветеранĕсен канашĕ ырми-канми ĕçре палăрнă район çыннисен çурчĕсем çине асăну хăми çакса хисеп тăвас ырă пуçарăва çул панă. Ăна республикăри АПК ветеранĕсен канашĕн членĕсем те ырласа йышăннă, хăйсен районĕсенче те пурнăçа кĕртсе пырассине пĕлтернĕ.

Кăçал пуш уйăхĕн вĕçĕнче çакăн пек хисеп хăмине пуçласа Шăхасан салинче Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативне чылай çул ертсе пынă, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Николай Степанович Андреева асăнса вăл пурăннă çурт çинче уçнăччĕ. Унтан АПК ветеранĕсем Асхва ялĕнче пурăннă Социализмла Ĕç Геройĕн Валентина Дмитриевна Дмитриевăн ятне те çавнашкал сăвапланăччĕ.

Иртнĕ эрнере пысăк делегаци Вăрăмпуç ялĕнче пулчĕ. Ял хуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хастарсем «Путь Ленина» хуçалăхра бригадирта вăй хунă, Социализмла Ĕç Геройĕн ятне тивĕçнĕ Мария Зиновьевна Зиновьева пурăннă çурт умне пуçтарăнчĕç. Тĕлĕнмелле маттур та кăмăллă хĕрарăма, ĕç паттăрне аса илсе кашни ăшă сăмах каларĕ, нумай çул пĕрле ĕçлеме тÿр килнишĕн мăнаçланнине палăртрĕ, пирĕнпе пĕрле çуккишĕн чĕререн хурланнине пĕлтерчĕ.

Хисеп хăми çине Мария Зиновьевна мăшăрĕн Василий Платоновăн ятне те вырнаçтарнă. Василий Николаевич халĕ тăхăр теçетке урлă каçнă, «Путь Ленина» колхоза чылай çул ертсе пынă. Ĕçри тăрăшулăхĕпе хастарлăхĕшĕн вăл та пысăк наградăсене илме тивĕç пулнă. Пултаруллă ентешсен ятне пурăннă чухне те çакнашкал хисеп тунин пĕлтерĕшĕ чăнласах та пысăк.

Артемий МЯСНИКОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code