Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Асăну стелли уçнă

Асăну стелли уçнă

Çак кунсенче Кăшнаруй ялĕнче асăну стелли уçнă. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, «вĕри точкăсенче» тата служба вăхăтĕнче пуç хунă шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсене халалланă.

Мемориала ял çыннисем  хăйсен вăйĕ-пе тата пĕрле пухнă укçапа тунă. Ăна Олег Александров воин-интернационалист ячĕпе никĕсленĕ. Палăк тăвас ĕçе шалти ĕçсен па-йĕн ветеранĕ Юрий Александров пуçарнă. 

Çак ырă та пархатарлă ĕçшĕн ял халăхне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Екатерина Филиппова, Афганистан ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Вячеслав Сергеев тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Максимов тав тунă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code