Вторник, 16 апреля, 2024
Главная > Публикации > Яманкасси ялĕ

Яманкасси ялĕ

Кашни ял-сала историйĕ пуян та кăткăс. Ялсен аталану çул-йĕрĕпе тата унта пурăнакан çынсен шăпипе кăсăкланакансем пурри савăнтарать. Вырăнти тĕпчевçĕсем, пурте патшалăх архивне çитсе килеймен пулин те, çĕршывра тĕрлĕ тапхăрта пулса иртнĕ ĕç-пуçа аслă ÿсĕмри çынсенчен ыйтса хут çине çырса пыма тăрăшнă. Самана таппине упракан çакнашкал тетрадьсем Яманкасси ялĕнче те пур. Вĕсене хутла пĕлекенсем çырнă, вĕрентекенсене хаклă сведенисем пуçтарма шкул ачисем те нумай пулăшнă. Яманкасси ялĕн историне уçăмлатакан хаклă тетрадьсенчен пĕри пирĕн редакцине те çитрĕ, унта çырса кăтартнипе хаçат тусĕсене те паллаштарас терĕмĕр.

Ял пуçланса кайни (предани)

Ĕлĕк-авал Яманкасси ялĕ вырнаçнă вырăнта вăрман кашласа ларнă. Унта тискер кайăксем анчах никамран хăрамасăр ирĕклĕн çÿренĕ.

Патша Раççейĕнче крепостла йĕрке пулнă. Вырăс улпучĕ- сем вырăс мар халăхсене тата та ытларах пусмăрланă. Çав пусмăра тÿсеймесĕр хресченсем хăйсен килĕсене пăрахса телейлĕ пурнăç шырама тухса тарнă, анчах вĕсемшĕн сĕм вăрмансăр пуçне урăх ниçта та ирĕклĕ пурнăç пулман. Темиçе çĕр çул каялла çавăн пек улпут пусмăрĕнчен виçĕ хресчен: Аксарин, Яман тата Туш тарса сĕм вăрман варринче Вăрăм шывĕпе Ÿрет шывĕ пĕрлешнĕ вырăна килсе тухнă. Çак вырăн вĕсен кăмăлне кайнă, мĕншĕн тесен йĕри-таврах вăрман, çывăхрах юхан шыв-сем пулнă. 

Аксарин, Яман тата Туш хальхи Çĕнĕ кас патĕнчи сăрт айккинче çĕр чавса пурăнмалли пÿртсем тунă. Çавăнпа çав вырăна халь «Кивĕ çурт тăвалли» теççĕ. Тырă акса тума вĕсем вăрман касса çĕр тунă, йывăçĕнчен пÿртсем хăпартнă. Вăл вăхăтра пăчкăсем пулман, çавăнпа йывăçсене пуртăсемпех каснă, пÿртсене те пуртапăх чутласа тунă. Çавăнпа вĕсемшĕн пурнăç пуçарса яма питех те йывăр пулнă. Çак йывăр ĕçре Аксаринпа Яман пĕр майлă пулса Туша пусмăрланă. Туш пусмăрланипе килĕшмесĕр вĕсемпе тавлашса кайнă. Çак тавлашу вĕсен çапăçупа вĕçленнĕ. Çапăçура Туш пĕччен пулнă, çавăнпа ăна Аксаринпа Яман хĕнесе пĕтернĕ. Çакăн хыççăн Туш Аксаринпа Яманран уйрăлса Кĕçĕн Елчĕк леш енне кайса вырнаçнă. Аксаринпа Яман вырнаçнă яла Аксарино-Яманово тесе ят панă, Туш кайса вырнаçнă яла, ăна Аксаринпа Яман пăхăнтарнăран, Яманчура тесе ят панă.

Яманкасси ялне 1927 çулхи сентябрь уйăхĕччен Аксарино-Яманово тесе çырнă. Вулăссенчен районсем тунă чухне Яманово тесе çырма йышăннă.

Халăх йышĕ ÿснĕ, акмалли çĕр çитмен. Çавăнпа вăрман касса çĕр тунă. Малтанхи вăхăтра вĕсем  çак ĕçе пĕрле пурнăçланă. Каярахпа пуян çынсем хăйсене валли тарса çÿрекен çынсене тара  тытса вăрман кастарса çĕр тутарнă, вăл вăхăтра çавăн пек таркăнсем чылаййăн пулнă. Вăрман касса акмалли çĕр тунине «вăрман хăртни» тенĕ, çĕрĕсене вăрман касакансен е кастаракансен ячĕпе каланă. Çавăн пек пулса кайнă та «Пысăк Кирле хăртни», «Сурак хăртни», «Мукăш хăртни», «Çинук хăртни» текен вырăнсем. Çав вырăнсене ваттисем халь те çаплах калаççĕ.

Яманкасси ялĕнче 1700  çулсем тĕлне пурĕ те 35-40 хуçалăх çеç пулнă. 1867 çул тĕлне 88 хуçалăх шутланнă. Ял таврашĕнчи вăрмана касса уçасси 19-мĕш ĕмĕрĕн юлашки çулĕсемчченех пынă. Кăна çакă та аван кăтартса парать: 1820-1830  çулсем  тĕлне _ клуб вырăнĕнче, 1868-1888 çулсем тĕлне – шкул вырăнĕнче вăрман пулнă.

Халăх пусмăр тÿсни

Яманкасси халăхĕ улпутсен аллинче пулса курман, апла пулин те унăн пурнăç шăпи çăмăл пулман, мĕншĕн тесен пур хуçалăх та пĕр пек аталанма пултарайман. Çавна пула вырăнти саккунсăр «улпутсем» шăтса тухнă. Çав «улпутсем» вара халăха вырăс улпучĕсенчен те ытларах пусмăрланă. Яманкассинче çавăн пек пуянсенчен пĕри – Култук пулнă. Вăл 1680-1720 çулсенче пурăннă. Хайхискер ял çыннисене кăна мар, таврари ял халăхĕ- сене те хăратса, пăхăнтарса пурăннă. Унăн Кирле ятлă ывăл пулнă. Ăна, питĕ пысăк та усалскере, Пысăк Кирле тенĕ. Вăл вăхăтра пирĕн вăрмансенче тарса пурăнакан çынсем пулнă. Çав таркăнсене Кирле «хÿтлĕх» панă, вăл вĕсене чурасем туса хунă. Çакăн хыççăн Култук тата та ытларах пуйса кайнă.  Вĕсем таркăнсене вăрман  кастарса  çĕр тутарнă, кÿршĕ ялсене,  каярахпа  улпутсене те çаратма илсе  çÿренĕ.

Култука таврари халăхпа улпутсем тарăхса курайми пулса çитнĕ. Пĕр каçхине ялта пуху пулнă. Çав вăхăтра яла 52 лавпа вырăссем килсе кĕнĕ. Пĕр лавĕ çинче тупă пулнă. Пуху халăхĕ тĕлĕнсе пăхса тăнă. Улпут çыннисем Култук тĕлне çитсе чарăннă. Вĕсем Култук картишне кĕрсе унăн ывăлне Кирлене хăйă- сем çутса шыранă, ăна çакса вĕлерме такан вырнаçтарса лартнă, анчах Кирлене тупайман, вăл килĕнче пулман. Вара вĕсем Култук пурлăхне пĕтĕмпех лавсем çине тиесе тухса кайнă.

Пĕрре Кирле, улпут çыннисем çаратса кайиччен, хăйĕн çыннисемпе Салари ?Луцки/ улпутăн сурăхĕсене кĕтĕвĕпех хăваласа килнĕ. Улпут çыннисем хыççăнах лашасемпе çитнĕ. Анчах Култук чее пулнă, сурăхсем патне тухса пытаннă, килтисене «туй» пуçласа яма хушнă. Çапла Култук пÿрчĕ купăс, ташă-юрă сассипе янраса тăма тытăннă. Улпут çыннисем çитсессĕнех туй курма пÿрте кĕрсе кайнă, çав вăхăтра Култук вăрласа килнĕ сурăхсене вăрмана тартма ĕлкĕрнĕ.

Култук питех те пуян пулнине çакă та кăтартса парать: вăл кăмакине те фаянсран тунă пулнă. Çавăнпа çынсем: «Култукăн кăмаки те шăрçаран», _ тенĕ.

Култукăн ывăлĕ питех те хаяр пулнă. Вăл пĕррехинче Терпитрен таврăннă. Лаши шыв урлă каçнă чухне шыв ĕçме пĕшкĕннĕ те Кирле пу- çĕпе шыва чăмнă, хăй ÿсĕр пулнă, ури йĕнер пусахинчен тухман. Çакна çынсем курнă, анчах никам та çăлма пыман. Вĕсем Кирле çакăн пек вилнĕшĕн савăннă.

Малалли пулать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *