Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Чи лаййăхисен шутĕнче

Чи лаййăхисен шутĕнче

Уçырма ача сачĕн заведующийĕ Роза Малина республикăри «Чăваш Республикин ĕç сыхлавĕн чи лайăх специалисчĕ» професси ăсталăхĕн конкурсĕнче лауреат пулса тăнă.
Чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкар хулинче çак конкурсăн финал тапхăрĕ иртнĕ. Конкурса йĕркелекенĕ — Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви.
Конкурсра тĕрлĕ енлĕ пурнăçламалли тĕллевсем пулнă: ĕç пахалăхĕпе хăрушсăрлăхне йĕркелесси тата ÿстересси; ĕçре хăрушсăрлăх условийĕсене йĕркелес тĕлĕшпе опыта лайăх пропагандăласси; професси хутшăнăвĕн диапазонне анлăлатасси, ĕç условийĕсене лайăхлатас тата сыхлас енĕпе ĕçлекен чи лайăх меслетсене сарасси; производствăра аманассине тата професси чирне профилактикăламалли çĕнĕ механизм шырасси; Чăваш Республикинчи ĕç сыхлавĕн чи лайăх специалистсен ушкăнне йĕркелесси.
Конкурсăн 3-мĕш тапхăрне хутшăннисем теорипе практика ĕçĕсене пурнăçланă. Саккуна пĕлнине, пушар сÿнтермелли хатĕрсемпе тĕрĕс усă курнине, производствăра аманнисене пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ панине кăтартнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code