Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Республика аграрийĕсем уява пысăк çитĕнÿпе кĕтсе илнĕ

Республика аграрийĕсем уява пысăк çитĕнÿпе кĕтсе илнĕ

Эрнекун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне уявланă. Республикăри аграрисене халалланă уява пирĕн район делегацийĕ те хутшăннă. Ушкăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов ертсе пынă.

Уява чăваш хресченĕсен «Алран кайми аки-сухи» гимнĕпе пуçланă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов 2022 çулхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Ен историйĕнче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене нумай пухса кĕртнине, вăтам тухăç кашни гектартан 34 центнерпа танлашнине пĕлтернĕ. Чăваш Ен аграрийĕсем çĕр улмипе пахча çимĕç те пĕлтĕрхинчен ытларах пуçтарса илнĕ.

Сергей Геннадьевич ялсене аталантармалли программăсене кăçал епле пурнăçлани çинчен те каланă. Вĕсене ĕçе кĕртме 2022 çулта 5,4 миллиард тенкĕ уйăрнă. Вице-премьер республикăра кун пекки çак таранччен пулманнине палăртнă.

Зала пуçтарăннисене професси уявĕ ячĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. Олег Алексеевич палăртса хăварнă тăрăх, экспорта санкцисем витĕм кÿнĕ пулин те ÿсĕм пĕрех пур, кăçалхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче агропромышленность продукцине ют çĕршыва ăсатасси 7 процент ÿснĕ. Вăл регионти аграрийĕсен кăçалхи çитĕнĕвĕсене пысăка хурса хакланă, вĕсен пĕр ушкăнне награда парса чысланă.

Аграрисене сцена ăстисем юрă-ташăпа савăнтарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code