Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Поэтăн ырă тĕслĕхĕ хастар тата кăвар чĕреллĕ пулма хистет

Поэтăн ырă тĕслĕхĕ хастар тата кăвар чĕреллĕ пулма хистет

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 123 çул çитрĕ.

Çак куна халалласа районта тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Çеçпĕл ялĕнчи поэтăмăр палăкĕ умĕнче митинг иртнĕ. Унта «Канашсем» ентешлĕх представителĕсем тата ытти сумлă хăнасем пухăннă. Вĕсем кăвар чĕреллĕ ентешĕмĕрĕн ятне асра тытса сăмах тухса каланă, бюсчĕ умне чĕрĕ чечексем хунă.

«Çеçпĕл Мишшин Тăван çĕршывĕ» мемориал комплексĕ 1999 çулхи юпа уйăхĕнче ĕçлеме тытăннă. Комплексра чăваш поэчĕн музейĕ уйрăм вырăн йышăнать. Хăнасем унта та çитсе килнĕ. Ырă йăлапа вĕсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Музей директорĕ анлă экскурси йĕркеленĕ. Çурт пысăках мар пулин те вăл паха экспонатсемпе пуян. Унта Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен вырăс, чăваш, тутар тата пушкăрт писателĕсен произведенийĕсемпе те туллин паллашнă.

Кайран мероприятие хутшăннисем Шăхасан шкулĕнче Çеçпĕл Мишшине халалланă районти иккĕмĕш парта уçнă. Поэт вĕреннĕ шкул умĕнче те митинг йĕркеленĕ. Салара унăн ячĕпе 2020 çулта библиотека уçăлнă. Шăпах çак историллĕ çуртра Çеçпĕл Мишши 123 çул тултарнине халалланă литературăпа поэзи каçĕ иртнĕ.

«Канашсем» ентешлĕх председателĕ Юрий Тарасов, Чăваш Республикин халăх писателĕ Анатолий Кипеч, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ — професси писателĕсен союзĕн председателĕ Лидия Филиппова ирттернĕ мероприятине пысăк хак панă. Вĕсем çак уява ирттерме пулăшнăшăн пурне те тав сăмахĕ каланă.

Кăвар чĕреллĕ поэтăмăрăн пурăнас ĕмĕрĕ кĕске пулнă пулин те вăл чăваш литературинче тарăн йĕр хăварма пултарнă. Ăна сума суса Шупашкарта та поэтăн палăкĕ умĕнче митинг ирттернĕ. Унта культура министрĕ Светлана Каликова тата поэтăн пултарулăхне юратакансем, хисеплекенсем пухăннă. Çавăн пекех Чăваш Наци вулавăшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине тивĕçнĕ лауреатсене палăртнă.

Çеçпĕл Мишши тăван халăх кун-çулĕнче мăнаçлă сăввисемпе кăна мар, тĕрĕслĕх шыракан вĕри чĕреллĕ, çивĕч чĕлхеллĕ публицист пек палăрса юлнă. Унăн ячĕ, ырă тĕслĕхĕ кашни чăваш ачине хастар утма, кăвар чĕреллĕ пулма паянхи кун та хистет.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code