Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Районти шкулсем çĕнелеççĕ

Районти шкулсем çĕнелеççĕ

Кăçал районта икĕ вĕренÿ учрежденине тĕпрен юсаса хăтлăлатаççĕ.

Вырăскас Пикших ялĕнче кĕçех юсав хыççăн çĕнелнĕ шкул уçăлĕ. Вун-вун çул каялла тунă шкул юлашки вăхăтра палăрмаллах юхăннă. Ăна çиелтен çĕнетсе тăни те лару-тăрăва улăштарайман. Çавна май çурта тĕпрен юсаса йĕркене кĕртме йышăннă.

Юсав ĕçĕсене мĕнле пурнăçланипе çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов, унăн çумĕ — вĕренÿ управленийĕн ертÿçи Лариса Сергеева тата Канаш хулипе районĕн прокурорĕ Сергей Фирсов вырăна çитсе паллашнă. Шкул директорĕпе тата подрядчикпа тĕл пулнă, ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.

Шкула çĕнетме федераци программипе бюджетран 108 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Паянхи кун тĕлне кунта строительсем пысăк калăпăшлă юсав ĕçĕсен 85 процентне вĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Подрядлă организаци шанса панă ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçлать. Унăн директорĕ объекта срокчен маларах туса пĕтерессине палăртнă.

Çавăн пекех Чакаç шкулĕнче те тĕплĕ юсав ĕçĕсем хĕрÿ пыраççĕ. Подрядлă организацийĕн рабочийĕсем тăрăшсах вăй хураççĕ. Хальлĕхе шкул çурчĕн фасадне çĕнетме пуçланă. Контракт сумми 17 миллион тенкĕпе танлашать. Паянхи куна строительсем ĕçсен 15 процентне пурнăçланă. Шкулта 165 ача пĕлÿ илет.

Пĕлÿ çуртне «Пĕлÿпе тивĕçтерекен шкул системине çĕнетесси» федераллă программăпа килĕшÿллĕн юсаççĕ.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code