Вторник, 23 апреля, 2024
Главная > Публикации > Хваттер уççи панă

Хваттер уççи панă

Тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерес йĕркене районта туллин пурнăçласа пыраççĕ. Нумаях пулмасть ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă тепĕр ача хваттерлĕ пулнă. Татьяна Мишакована Хучел ял тăрăхĕнче вырнаçнă Ямăрса ялĕнчи çуртра хваттер панă.

Татьяна Мускавра вĕренет, çавăнпа çĕнĕ çурт уявĕнче пулайман. Хваттер уççине илме тăванĕ — Елена Александровна пынă. Савăнăçлă пулăмпа хĕрупраçа район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов, Канаш хулипе районĕн прокурорĕ Сергей Фирсов тата Раççей следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн Канаш хулипе районĕн следстви пайĕн ертÿçи Владислав Коннов саламланă.

«Çурт-йĕр пурри пурнăçа çăмăллатать. Кун пек чухне çемьере тата ĕçре тăнăçлăх хуçаланать. Татьянăна вĕренĕве ăнăçлă вĕçлесе тăван тăрăха таврăнма ăнăçу сунатăп», — тенĕ хăйĕн салам сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов.

Сăмах май, Татьяна хваттер уççи илнĕ çуртра унăн çывăх тăванĕ пурăнать, çакă хĕрупраçа тата та савăнтарать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *