Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çĕнтерÿçĕсене наградăпа чысланă

Çĕнтерÿçĕсене наградăпа чысланă

«Единая Россия» парти истори диктантне çырма хутшăннă çĕнтерÿçĕсене чысланă.

«Çĕнтерÿ диктанчĕ — 2022» çырса наградăна тивĕçнисен йышĕнче Энтрияль шкулĕнче вĕренекен Егор Сидоров та пулнă. Вăл 9-мĕш класра пĕлÿ пухать. Çĕнтерÿçĕсен килес çул Мускаври Хĕрлĕ лапамра иртекен Çĕнтерÿ Парадне кайса курма май пулĕ.

Çĕнтерÿçĕсене «Единая Россия» партин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн секретарĕ Леонид Черкесов тата «Историческая память» парти проекчĕн регионти координаторĕ Андрей Александров наградăсем парса чысланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *