Вторник, 23 апреля, 2024
Главная > Публикации > Чун туртнипе, чĕре хушнипе…

Чун туртнипе, чĕре хушнипе…

Ĕмĕр тăршшĕпе вăй хунă çыншăн ун ĕçне хисепленинчен хакли мĕн пур-ши? Вăй-халне, ăс-хакăлне, ăсталăхне халăхшăн панă пулсан вăл чăннипех те тава тивĕçлĕ.

Иртнĕ çулсенче ĕçленĕ çынсем паян тивĕçлĕ канура. Чылайăшĕ пурнăçран уйрăлма та ĕлкĕр-

нĕ ĕнтĕ. Вĕсем хуçалăх тĕрекĕ пулнă. Уй-хирте тырпул ÿстернĕ, выльăх-чĕрлĕх самăртнă — хăйсен тивĕçне чун-чĕререн тăрăшса пурнăçланă. Ял аталанăвĕнче вĕсен тÿпи вашкайсăр пысăк пулнă.

Вăхăт иртнĕ май вĕсен ырă ĕçĕсем манăçа тухса пыраççĕ. Эпир вĕсене аса илме тивĕç. Район хастарĕсен пархатарлă ĕçĕ çинчен «Канаш ен» хаçатра каласа кăтартасшăн. Паянхи сăмахăм Ушанар ялĕнче пурăнакан Валентинпа Зоя Ивановсем çинчен пулĕ.

Валентин Иванович ĕмĕр тăршшĕпе Калинин ячĕллĕ колхозра шофер, тракторист, комбайнер пулса ĕçленĕ. Зоя Федоровна «Дружба» комплексра сысна самăртнă. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн «За доблестный труд» медале илме тивĕç пулнă.

Çавра сĕтел хушшинче калаçса ларнă май Ивановсем ачалăхпа çамрăклăх çулĕсене куç умне кăларчĕç. Валентин Иванович халĕ 84 çулта, ăна тата унăн юратнă мăшăрне вăрăм ĕмĕр тата çирĕп сывлăх сунатпăр.

— Пирĕн йышлă çемьере сакăр ача çитĕннĕ. Ачалăхăм вăрçă çулĕсемпе пĕр килчĕ. Атте вăрçа тухса кайнă. Анне пире хăйĕнпе пĕрле ĕçе илсе çÿретчĕ. Эпир, ачасем, колхоз уй-хирĕнче пучах пуçтараттăмăр, çум çумлаттăмăр, утă хатĕрлеттĕмĕр… — каласа пачĕ сăмах çăмхине сÿтнĕ

май Валентин Иванович. — Пĕрмаях ял еннелле пăхаттăмăр, кăнтăрлахи апат илсе килессе чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Апатне пысăк каткапах илсе тухса çитеретчĕç. Çăмах яшкине уйрăмах юратса çиеттĕмĕр. Килте ун пек апат лекместчĕ. Пĕчĕк пулсан та уйран лашапа кĕлте турттараттăмăр. Хĕрарăмсем тырра тăпачăпа тĕшĕлетчĕç. Вăрçă çулĕсенче çирĕп ыйтнă, хăвăнпа пĕрле пĕр пĕрчĕ тырă та илсе кайма юраман. Уншăн явап тыттарнă.

1945 çулта вăрçă чарăнчĕ. Пирĕн атте фронтран таврăнчĕ, шкулта ĕç урокĕсем ертсе пыма тытăнчĕ. Эпĕ Шăхасан шкулĕнче сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Красноярск хулинче стройкăра ĕçлерĕм. Пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланипе йывăр лекетчĕ.

Унтан таврăнсан Канашри механизаци шкулĕнче хамăн пĕлĕве ÿстертĕм. Салтака кайса килтĕм. Тăван хуçалăхра 40 çул ытла тĕрлĕ техникăпа ĕçлерĕм. Çав çулсенче çĕр ĕç технологине çирĕп пăхăнаттăмăр, çулсерен вăйлă тырпул туса илеттĕмĕр. Совхоза малтан Николай Антонов, унтан Арсентий Алексеев, каярах Юрий Захаров ертсе пычĕç. Кашни гектартан вăтамран 30 центнер ытла тухăç илеттĕмĕр. Ĕç хисепреччĕ. Колхоз правленийĕ, профсоюз комитечĕ ĕçлекенсене хавхалантармалли майсем туса паратчĕ, канма кайма тÿлевсĕр путевкăсемпе тивĕçтеретчĕ. Эпĕ те Крымра тата Белоруссинче пулса куртăм, — иртнине аса илчĕ Ĕç ветеранĕ.

Зоя Федоровнăн та ачалăх çулĕсем вăрçă тапхăрĕпе çыхăннă. «Вăрçă вăхăтĕнче тылри пĕтĕм халăхăн чун-чĕринче тапса тăракан темĕнле асамлă вăй-хăват пулнă. Пурне те чăтса ирттернĕ, Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе ырми-канми тăрăшнă», — тет вăл. Çамрăк чухне хĕрупраç Канашра стройкăра ĕленĕ, вĕсем хăпартнă çуртсене хулара халĕ те тĕл пулма пулать.

1973 çулта районта «Дружба» сысна комплексĕ тума тытăннă. Стройка виçĕ çула яхăн пынă. Ăна хута ярсан икçĕр ытла çын валли ĕç вырăнĕ тупăннă. Комплекса çармăс каччи Иван Андреевич ертсе пынă. Зоя Федоровна «Дружбăра» 1976 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăрăшнă. Ĕçе пуçăниччен Белгород облаçне вĕренме кайса килнĕ. Çулталăкра хастарсем икĕ пин тонна ытла аш-какай туса илнĕ.

— Ĕçе хаваспах çÿренĕ, хамăртан мĕн килнине яваплăха туйса пурнăçланă. Сыснасем çăвăрланă чухне çĕр çывăрман каçсем те чылай пулнă, çурасене пĕчĕк ачасене пăхнă пек ÿстернĕ. Çавăнпа çитĕнÿсем те курăмлă пулнă, — тет вăл.

Зоя Федоровнăн сăн ÿкерчĕкĕ Хисеп хăми çинчен кайман. Пысăк çитĕнÿ тăвакан ĕçчене çулсерен тав хучĕсем тата хаклă парнесем парса хавхалантарнă.

Ивановсем иккĕшĕ те пĕр ялта çуралса ÿснĕ. Çитес çул çемье чăмăртанăранпа 60 çул çитнине паллă тăвĕç. Валентин Ивановичпа Зоя Федоровна тăватă ача çитĕнтернĕ. Асли, Сергей, шофер, ашшĕ çулĕпе кайнă. Светлана — журналист, Йĕпреç районĕнчи «Çĕнтерÿшĕн» хаçат редакторĕ. Марина Мускаври пĕр аптекăра ĕçлет. Кĕçĕн ывăлĕ Олег çемйипе тĕп килте пурăнать, ашшĕ-амăшĕн тĕревĕ.

Ивановсем «Канаш ен» хаçатпа питĕ туслă, район хыпарĕсене унта вуласа пĕлеççĕ. Ăш-пиллĕ ватăсене канлĕ ватлăх тата иксĕлми вăй-хал сунатпăр.

Ольга Терентьева,

Çĕнĕ Чалкассинчи ветерансен канашĕн ертÿçи

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *